Комментари хушас

20 Нарăс, 2018

Тăвайсен ĕç-хĕлне пухура хак пачĕç

Паян Тăвай районĕн культура çуртĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2017 çулхи аталанăвне тишкерчĕç. Ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке доклад турĕ.

Район ертÿçи вырăнти бюджетăн тупăшпа тăкак пайне еплерех пурнăçлани, экономика аталанăвĕ, ял хуçалăхĕнчи ÿсĕмсем, коммуналлă хуçалăхри парăмсем çинчен каласа пачĕ. Ял ĕçченĕсене патшалăх мĕнле пулăшни, çул-йĕр туни, пурăнмалли çурт-йĕр хута яни, вĕсене тĕпрен юсани пирки хыпарларĕ. Социаллă аталанупа, сывлăха сыхлас ĕçпе, демографипе вĕрентÿпе паллаштарчĕ. Культура, физкультурăпа спорт ыйтăвĕсене çутатрĕ.

Тăвайсен ĕç-хĕлне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата республика министерствисен представителĕсем хак пачĕç.

 

Рубрика: