суйлавсем

24 Çĕртме, 2020

Суйлав кампанийĕ пуçланчĕ

Паян Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма хатĕрленекен пĕрремĕш кандидатăн Олег Николаевăн докуменчĕсене йышăнчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ку шайри суйлава пĕрремĕш хут хутшăнмасть пулин те пăшăрханнине, пăлханнине палăртрĕ. «Тепĕр енчен пăшăрханни лайăх та. Çак туйăм çынна вăй-хала çирĕплетме, шухăшсене пĕр тĕвве çыхма пулăшать. Эпĕ кирек епле ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнă, пысăк кăтартусемшĕн тăрăшатăп», — терĕ Олег Алексеевич.

11 Çĕртме, 2020

ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ хăçан пуласси паллă

Паян Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ хĕрĕх пĕрремĕш сессийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ ĕçлеме пуçларĕ.

20 Çу, 2019

Чăваш Енре суйлав йĕркеллĕ иртнĕ

Вырсарникун Улатăр хулинче, икĕ районта тата çичĕ ял тăрăхĕнче вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ иртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сасăлава пĕтĕмлетрĕç.

28 Пуш, 2019

Профессионал писательсен союзĕ отчетпа суйлав пухăвне пуçтарăнчĕ

Паян Чăваш Енĕн Наци библиотекине Профессионал писательсен союзĕ отчетпа суйлав пухăвне пуçтарăнчĕ.  

Тĕплĕнрех каярах пĕлтерĕпĕр. 

19 Пуш, 2018

Чăваш Енри суйлав пĕтĕмлетĕвĕ: «Питĕ ĕнентерÿллĕ çĕнтерÿ!»

Çапла хакларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырсарникунхи суйлавра халăхăн пысăк йышĕ Владимир Путиншăн сасăланине.

Pages