Суйлав кампанийĕ пуçланчĕ

24 Çĕртме, 2020

Паян Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма хатĕрленекен пĕрремĕш кандидатăн Олег Николаевăн докуменчĕсене йышăнчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ку шайри суйлава пĕрремĕш хут хутшăнмасть пулин те пăшăрханнине, пăлханнине палăртрĕ. «Тепĕр енчен пăшăрханни лайăх та. Çак туйăм çынна вăй-хала çирĕплетме, шухăшсене пĕр тĕвве çыхма пулăшать. Эпĕ кирек епле ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнă, пысăк кăтартусемшĕн тăрăшатăп», — терĕ Олег Алексеевич.

Сăмах май, суйлава хутшăнма хăйĕн кандидатурине хăй тăратнă Олег Николаевăн малашне тата суйлавçăсем ырласа алă пуснă хутсене пуçтармалла. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, 4,5 пин ытла çынна алă пустармалла. Кăçалтан ку ĕç-хĕле дистанци мелĕпе те, Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă, пурнăçлама юрать. Çапла майпа кандидат хутсен 25 процентне пухма пултарать. Çавăн пекех тĕрлĕ шайри депутатсен те хăйсен шухăшне пĕлтермелле.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас