Специалистпа канашлатпăр

31 Пуш, 2016

Çут çанталăкпа пĕрле психика чирĕсем вăранаççĕ

Çут тĕнче хĕл ыйхинчен кĕçех вăранать. Сывлăш температури выляса тăрать: паян ăшă, ыран сивĕ. Çут çанталăк ылмашăнăвĕ пирĕн сывлăха витĕм кÿрет. Ывăнни, ыйхă пусни, япăх кăмăл-туйăм — çаксем те çуркунне çитнине систереççĕ. Шăнса пăсăлнипе пуç ыратнине тĕрлĕ мелпе усă курса ирттеретпĕр-ха, депрессие парăнтарма вара йывăртарах. Психика чирĕсем мĕншĕн уйрăмах çуркунне çивĕчленеççĕ? Çак тата ытти ыйту тавра Республикăри психиатри больницин тĕп тухтăрĕпе Елена Калининăпа калаçрăмăр.

27 Çурла, 2015

Çамрăксем кальян сиенсĕр тесе йăнăшаççĕ

Юлашки вăхăтра хулара уçăлса çÿренĕ чухне «Кальянная» тата ытти ятлă заведенисем час-часах куç тĕлне пулаççĕ. Кафе-ресторанта та сĕтел çинче кальян курма май пур. Унти табак тĕтĕмĕ колбăри шĕвек урлă сивĕнсе, тутлă шăршăллă пулса тухать. Кальян сутакан ятарлă лавккасем те уçăлчĕç.

23 Ака, 2015

Ачасене психолог патне асламăшĕсем çавăтса пыраççĕ

Апрелĕн 16-мĕшĕнче ирех сарăлнă усал хыпар республикăшăн калама çук пысăк хуйхă пулчĕ. Кун пек инкеке тăшмана та сунаймăн. Шупашкарта пурăнакан пĕр çемьери хуйха нимĕнпе те виçеймĕн. Ашшĕ кĕçĕн ывăлĕ сывламаннине ирхи 5 сехетре, ĕçе кайма тăрсан, асăрханă.

14 Чÿк, 2014

“Шурă вилĕмĕн” тĕпсĕр шурлăхĕ çамрăксене путарать

Наркотике пула çулленех пирĕн çĕршывра 100 пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Вăл ваттине те, вĕттине те хĕрхенмест. Çак амакăн "аллине" çакланакансене çул чылай чухне вилĕм патне илсе çитерет.

Pages