Ачасене психолог патне асламăшĕсем çавăтса пыраççĕ

23 Ака, 2015

Апрелĕн 16-мĕшĕнче ирех сарăлнă усал хыпар республикăшăн калама çук пысăк хуйхă пулчĕ. Кун пек инкеке тăшмана та сунаймăн. Шупашкарта пурăнакан пĕр çемьери хуйха нимĕнпе те виçеймĕн. Ашшĕ кĕçĕн ывăлĕ сывламаннине ирхи 5 сехетре, ĕçе кайма тăрсан, асăрханă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем вырăна тÿрех çитнĕ. Тискер ку ĕçе аслă ывăлĕ, куçне яланлăхах хупнă арçын ачан пиччĕшĕ, тума пултарнă тесе шухăшлаççĕ, çавăнпа ăна тытса чарнă. Следстви малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, асли кĕçĕннине çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Мĕншĕн? Следовательсен çакна уçăмлатма тивĕ. Кĕçĕнни çавăнтах сывлама чарăннă. Вăл вăхăтра ашшĕ-амăшĕ тепĕр пÿлĕмре çывăрнă.

"На связи" форумра ку инкек пирки чылай калаçрĕç. Унта пĕлĕшĕсемех палăртнă пулĕ: çемье йĕркеллех пурăннă, пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне хисепленĕ. Асли 9-мĕш класра вĕренет, кĕçĕнни, çывăрнă çĕртех леш тĕнчене куçнăскер, 2-мĕшне çеç çÿренĕ... Усал хыпар утпа çÿрет теççĕ. Инкек пулнă кунах халăхра пиччĕшĕ шăллĕне ирччен компьютер умĕнче ларнă хыççăн çĕçĕпе чикнĕ тесе сас-хура сарăлчĕ. РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев ку хыпар тĕрĕс маррине палăртрĕ. "Пиччĕшĕ çĕрĕпе компьютер умĕнче ларман. Тытса чарнă арçын ача шăллĕне мĕншĕн вĕлерме пултарнине следстви уçăмлатĕ. Арçын ача преступлени вăхăтĕнче хăй мĕн тунине ăнланнипе ăнланманнине палăртмашкăн судпа психиатри экспертизи ирттерĕç", - терĕ Олег Геральдович телефонпа çыхăнсан.

Ахăртнех, ку хыпара илтсен чылай ашшĕ-амăшĕн сехри хăпрĕ. Мĕн пытармалли ĕнтĕ: халĕ ачасем вăхăта компьютер умĕнче ларса ирттереççĕ, аслисем асăрхаман чухне онлайн мелпе вăйăсем выляççĕ. Телекурав кăларăмĕсенче хăш ÿсĕмрисене курма юранине палăртаççĕ пулсан компьютер умĕнче никам та чармасть. Шел те, ачасене хăрушă вăйăсем выляма кансĕрлекен саккун çук. Утма-калаçма тин кăна вĕреннисем те мультфильмшăн каçăхса каяççĕ ав. Сенкер экранран хăпма пĕлмеççĕ. Анчах кунта та ашшĕ-амăшĕн сисчĕвленмелле. "Ну, погоди!" мульфильма кашкăр пирус туртнăшăн кăтартма чарчĕç те... Хăрушă сăнарсемлĕ мультик вара Интернетра та пайтах, телевизорпа та кăтартаççĕ. Пĕр куçлă, пĕр хăлхаллă... Ни çын мар вĕсем, ни упăте мар...

Ачасене хăрушă вăйăсемпе мультфильмсем мĕнле витĕм кÿни пирки Чăваш Республикин тĕп психологĕпе Оксана РЫНДИНĂПА калаçрăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.