слет

10 Çу, 2018

Çамрăк корреспондентсен II-мĕш слетне йыхравлатпăр

«Хыпар» Издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсене пĕрле пухас йăли вăй илсе пырать. Пĕрремĕш слет 2014 çулта иртнĕччĕ, кĕçех иккĕмĕшне те ирттерĕпĕр. Килсе курас текенсене пурне те хапăл тусах кĕтетпĕр. «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă слет çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн акт залĕнче çак адреспа иртет: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 7-мĕш хут.

2 Авăн, 2015

Ашшĕсем яваплăха туйсан...

Аттесем çинчен сăмах тапратнă май вырăссен паллă çыравçи Н.Карамзин калани аса килет: «Лайăх аттесемсĕр ырă воспитани пулаймĕ - шкулсем, пансионсем, институтсем пуррине пăхмасăр...» Чăнахах çапла вĕт: ывăлсемшĕн ашшĕ - кумир, вĕрентÿçĕ, хĕрсемшĕн - пулас мăшăра, ачасен ашшĕне суйланă чухнехи тĕслĕх. Аттесем - çемье тĕрекĕ, ăна тăрантараканĕсем.

4 Раштав, 2014

Пĕр тĕллев пĕтĕçтернĕ

Шырав отрячĕсен округри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине халалланă слечĕ Киров облаçĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пуçарăвĕпе иртнĕ. Унта 375 шыравçă хутшăннă.

Pages