Чăвашларан вырăсла куçарма вĕреннĕ
Google шыравçă чăвашла-вырăсла куçаруçăн бета-тĕрĕслевне пуçланă. Хальлĕхе вăл вырăсларан чăвашла куçарма пĕлмест-ха. Кун пирки шырав тытăмĕн Раççейри блогĕ пĕлтерет.
Чăвашла текста вырăсла куçарма Google-куçаруçă сайтне кĕмелле. Унта чăваш чĕлхине суйласа илнĕ хыççăн чăвашла текста кĕртмелле. Сăмах май, чăвашла çырнине акăлчанла, украинла тата ытти чĕлхене те куçарма пулать. Анчах çак куçару виççĕмĕшле пулнине пĕлтерет сайт. Мĕншĕн тесен текста малтан вырăсла, ун хыççăн тин ытти чĕлхене куçарать.