Чăвашларан вырăсла куçарма вĕреннĕ

3 Ака, 2014

Google шыравçă чăвашла-вырăсла куçаруçăн бета-тĕрĕслевне пуçланă. Хальлĕхе вăл вырăсларан чăвашла куçарма пĕлмест-ха. Кун пирки шырав тытăмĕн Раççейри блогĕ пĕлтерет.

Чăвашла текста вырăсла куçарма Google-куçаруçă сайтне кĕмелле. Унта чăваш чĕлхине суйласа илнĕ хыççăн чăвашла текста кĕртмелле. Сăмах май, чăвашла çырнине акăлчанла, украинла тата ытти чĕлхене те куçарма пулать. Анчах çак куçару виççĕмĕшле пулнине пĕлтерет сайт. Мĕншĕн тесен текста малтан вырăсла, ун хыççăн тин ытти чĕлхене куçарать.

Google-куçаруçă çын тата ял ячĕсене пĕлсе çитереймест. Çакна «Ĕмĕр сакки сарлака» романри сыпăка куçарттарса пăхнă хыççăн палăрчĕ. Куçару кăнттамрах пулса тухрĕ, çапах та сăмах мĕн çинчен пынине ăнланса илме май пур.

Чăваш чĕлхи сăнава хутшăнакан чĕлхесенчен - пĕрремĕшĕ. Ăна пирĕн тăрăхран «Гугль валли дудль» конкурса хутшăнса çĕнтерекенсем йышлипе суйласа илнĕ имĕш. Малашне тутар, пушкăрт, удмурт, осетин чĕлхисене кĕртесшĕн. Çак чĕлхесемпе ĕçлеме юрăхлă словарьсем тупма çăмăл иккен.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.