съезд

29 Раштав, 2015

Журналистсем çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Волжские зори» санаторире ЧР Журналистсен сою­зĕн XVIII съезчĕ иртрĕ. Унта журналистсен вырăнти 39 организацийĕнчен 57 делегат, хăнасем хутшăнчĕç.

15 Авăн, 2015

Çĕнĕ ĕмĕр çĕнĕлĕхсем валли çул уçать

Паянхи кун эпир çĕнĕ технологисемпе инновацисен саманинче пурăнатпăр. Ăслă та пултаруллă çынсем тĕрлĕ япала шухăшласа кăларма, тĕрлĕ отрасльте кирлĕ çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕме пулăшасси патшалăхпа общество организацийĕсен тивĕçĕ. Çак тĕллевпех темиçе çул каялла пирĕн çĕршывра технологисемпе инновацисене аталанма пулăшакан центрсем ĕçлеме пуçларĕç. Кĕске тапхăр хушшинче вĕсем миçе çынна тĕрлĕ канаш-сĕнÿ паман пулĕ, миçе çынна информаципе тивĕçтермен пулĕ.

28 Çу, 2014

Пире чăваш сăпкинче сиктернĕ

"Историсĕр йăласем çук, йăласемсĕр культура çук, культурăсăр воспитани çук, воспитанисĕр ăс-хакăл пуянлăхĕ çук, ăс-хакăл пуянлăхĕсĕр уйрăм çын çук, уйрăм çынсăр халăх çук", – тенĕ Волков академик.

Pages