«Юрла, чăваш пики, юрла!»
"Чăваш çĕршывĕнче хĕрарăм юрăçсем, паллах, сахал мар пулĕ. Анчах та мана Клара Чекушкина хăй халăхĕн юррисене юрлани питĕ килĕшет", - çырнă хăй вăхăтĕнче Мари АССР халăх поэчĕ Семен Вишневский. Семен Алексеевич пĕр вăхăт Мари писателĕсен союзĕн правленийĕн председателĕнче ĕçленĕ. Вăл - нумай кĕнеке авторĕ.