Комментари хушас

24 Пуш, 2015

«Юрла, чăваш пики, юрла!»

"Чăваш çĕршывĕнче хĕрарăм юрăçсем, паллах, сахал мар пулĕ. Анчах та мана Клара Чекушкина хăй халăхĕн юррисене юрлани питĕ килĕшет", - çырнă хăй вăхăтĕнче Мари АССР халăх поэчĕ Семен Вишневский. Семен Алексеевич пĕр вăхăт Мари писателĕсен союзĕн правленийĕн председателĕнче ĕçленĕ. Вăл - нумай кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисене тĕрлĕ чĕлхене куçарнă. Поэт чăваш çыравçисемпе поэчĕсен çывăх тусĕ пулнă. Вăл вĕсен произведенийĕсене марилле куçарнă. Çав вăхăтрах Вишневскин сăввисене Стихван Шавли, Виталий Станьял, Александр Алка, Раиса Сарпи çармăсларан чăвашла куçарнă. Мари халăх поэчĕ Клара Ивановнăна халалласа хăйсен чĕлхипе хитре сăвă хайланă пулнă. Стихван Шавли вара ăна чăвашла куçарнă. Мана та паллашма тÿр килчĕ унпа. Пытармастăп, питĕ илемлĕн вуланать"Туссем эпир" сăвăпа сире те паллашма сĕнесшĕн:

* * *

Чăваш юрри! Эс ман чуна çĕклетĕн,
Эп, кăйкăр пек, саратăп çуната.
Ман шухăша, ман кăмăла чĕртетĕн,
Асилтеретĕн иртнĕ вăхăта.
 
Мухтас тесе хитре каласшăн мар эп,
Юрласшăн мар эп тутлă сăмаха:
Эп кирлине çеç сăввăмра хăварăп,
Пĕлетĕп икĕ кÿршĕ халăха.
 
Атте ман - чухăнччĕ, кĕтÿ кĕтетчĕ,
Вут-шанкă хатĕрлетчĕ кĕркунне,
Вара ăна Куславккана леçетчĕ
Шăнтасшăн марччĕ вăл чăваш тусне.
 
Чăваш та Пăмара час-час каçатчĕ
Кучченеçе урпа çăкри чиксе.
Ик чĕлхепе ик юрă шăранатчĕ,
Ачаччĕ эп, лараттăм итлесе.
 
Йăван тете чăваш хĕрне юратрĕ,
Инке теме пуçларăм çав хĕре.
Ман чунăма вăл юррипе вăратрĕ,
Юратрĕ пирĕн вăрмана, хире.
 
Эп унпала Варасăра утатăп -
Чăваш çĕрне юратрăм пĕчĕкрен.
...Пире вара пĕрлештермест-и Атăл,
Пиçиххи пек çыхмасть-и пилĕкрен?
 
Чăваш юрри... Эп итлесе ларатăп,
Çурхи шыв пек юхать чăваш юрри -
Юрла, чăваш пики, юрла эс, Клара,
Çу пек çемçелчĕ-çке мари чĕлхи.

 

РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Клара Чекушкинăн юррисене, шел те, юлашки вăхăтра чăваш радиовĕпе те, телекуравĕпе те питĕ сайра параççĕ. Пирĕн аннесем вăл шăрантаракан юрăсене шутсăр юрататчĕç. Хăйсем те ĕçкĕ-çикĕре юрлатчĕç. "Лар, аннеçĕм, юнашар" юррине вара ялта унпа пĕрле юрламан çын та çукчĕ-тĕр. Сăмах май, Клара Чекушкинăн ытти паллăрах юррисем: "Кăввик-кăввик кăвакарчăн", "Авăтать куккук", "Иртсе кайрĕç çулсем", "Куккук", "Çăл юхать", "Анюк аппа", "Кĕлчечек" тата ытти те. Çак кунсенче Клара Ивановнăна мари çыравçи хăйне халалланă сăвă историйĕпе паллаштарма ыйтрăм.

- Миçемĕш çултаччĕ-ши вăл - астумастăп, Мари Республикин писателĕсемпе поэчĕсем пирĕн çыравçăсене хăнана чĕннĕччĕ. Ун чухне писательсен союзĕн правленийĕн çумĕнче пропаганда бюровĕ пурччĕ. Чăвашсем те çармăссене хăнана чĕнетчĕç. Çав тĕлпулусенче пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашатчĕç. Хăйсемпе пĕрле вара яланах артистсене илсе çÿретчĕç. Пĕррехинче Николай Дедушкин, Александр Кăлкан, Стихван Шавли, Ваçлей Давыдов-Анатри, Алексей Воробьев, Юрий Сементер Мари Эле мана та пĕрле илсе кайнăччĕ. Малтан икĕ тăванла республика поэчĕсем хăйсен сăввисене вуларĕç. Унтан эпĕ чăваш юррисене юрларăм. Çармăссен пĕр юрăçипе пĕрле вырăс юррине те шăрантарнăччĕ. Хама халалласа кам та пулин сăвă çырассине шухăшламан та паллах. Семен Вишневский - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă питĕ хисеплĕ çынччĕ. "Эпир чăвашсемпе яланах пĕр çемьери пек пурăннă. Пире Атăл кăна уйăрать. Манăн пичче чăваш хĕрне качча илнĕ. Çавăнпа эпĕ чăваш юррисене пĕрре кăна мар итленĕ, тĕлĕнмелле илемлĕ, вăйлă вĕсем", - тенĕччĕ вăл. Çармăса кайса килнĕ хыççăн пĕрер уйăх иртнĕ хыççăн урамра пĕлĕшĕм тытса чарчĕ. "Клара! "Между Волгой и Уралом" кĕнекере сана халалласа сăвă çырнă! Эпир вуларăмăр, сĕре килĕшрĕ",- терĕ вăл. Ăна киоскра сутнине пĕлсен часрах кайса туяннăччĕ. Унта ку сăвă вырăсла "Чувашская песня" ятпа тухнăччĕ, ăна вырăсла Глеб Пагирев куçарнă. Пытармастăп, сăвви хама питĕ кăмăла килнĕччĕ. Мана халалланă сăвăра икĕ халăх туслăхне витĕмлĕн уçса пани килĕшнĕччĕ. Çав сăвă вара 1975 çулта "Коммунизм ялавĕ" хаçатра пичетленсе тухнăччĕ. Виçĕ çул каялла Чăваш патшалăх филармонийĕнче манăн сольнăй концерт пулчĕ. Юрий Сементер поэт "Туссем эпир" сăвва сцена çинченех вуласа панăччĕ.

Хăй вăхăтĕнче "Чăваш Зыкини" тенĕ юрăçа ытти поэтсем сăвă халалланă-ши? Паллах! Георгий Фадеев та сăввине юратсах шăрçаланă. Анчах ку - урăх истори. Ун пирки тепрехинче каласа парăпăр.

Роза ВЛАСОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.