ЭНЕРГИПЕ ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ПУЯН
Кирек мĕнле чĕрĕ чун пекех йывăçсем те энергипе çав тери пуяннипе палăрса тăраççĕ. Этеме мĕнле витĕм кÿнĕ тăрăх вĕсене донорсемпе вампирсем çине уйăрма пулать.
Донор йывăçсем
Вĕсем пире хăйсен энергетикипе сиплеççĕ, вăй-хал, хастарлăх хушаççĕ, ывăннине ирттереççĕ. Хурăн ращинче, хыр е шурă чăрăш /пихта/ вăрманĕнче час-часах уçăлса çÿрени сывлăха чылай лайăхлатать. Чи хăватлă донор йывăçсен шутне хурăн, юман, хыр, акаци, вĕрене, улма-çырла йывăçĕсем пурте /чие, улмуççи, груша, сырлан.../ кĕреççĕ.