ХĂШ АЯК ÇИНЧЕ МЕЛЛĔРЕХ?

23 Юпа, 2014

Хăш енне выртсан лайăхраххине хăвăрах палăртма пултаратăр. Ирхине вăрансан çурăм канăçсăрлантарнине, ыратнине туйсан малашне ун пек ан çывăрăр.

Çурăм ыратать

Çурăм ыратнă чухне чылайăшĕ хырăм çинче çывăрма тăрăшать. Пилĕк кукăрăласран /кун пек тата хытăрах ыратать/ хырăм айне пĕчĕк минтер хумалла. Аяк çинче çывăрас килсен урана ура çине хурсан меллĕрех.

Остеохондроз вĕрĕлсен ирхине вырăн çинчен тăма та йывăр. Малтан ал-урапа ансат темиçе хускану туса пăхăр, Унтан çурăм çинче çывăрнă пулсан хырăм çинелле çаврăнăр, пĕр урана урайнелле усăр. Урапа тĕревленсе кĕлетке виçине чĕр куççисем çине куçарăр, майĕпен тăрăр.

Усал тĕлĕк

Канăçсăр, усал тĕлĕк сăлтавĕ тулли хырăм пулма пултарать. Çавăнпа çывăрма выртас умĕн нумай çисе ан лартăр. Анчах выçă çын та япăх çывăрса каять, усал тĕлĕк курса нушаланать. Çăмăл каçхи апат /çуллă какайсăр/ вырăнлă. Шĕвек нумай, уйрăмах çăра чейпе кофе/ ĕçмелле мар. Чĕлĕм те ан туртăр. Апат пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтменнине туятăр пулсан сылтăм аяк çине выртса çывăрмалла. Кун пек апат хырăмлăхран вун ик пумăклă пырша çăмăллăнах куçать.

Ура ывăнать

Урасем ялан ывăнаççĕ, венăсем мăкăрăлса тăраççĕ пулсан çурăм çинче чĕр куççисене хуçлатса, алăсене кĕлетке çумĕпе тăсса, ывăç тупанĕсене пĕçĕсем çине хурса, пӳрнесене кăштах хуçлатса çывăрма выртмалла. Çак меслет урасене çĕр каçипе канма, юн çаврăнăшне тата чĕре ĕçне лайăхлатма пулăшать. Организм канать, чирлĕ, ывăннă органсем вăй илеççĕ.

Ӳпкешĕн лайăх

Çурăм çинче урасене тăсса, алăсене вырăн çине хурса çывăрни ӳпкепе сывлав çулĕсен чирĕсемпе аптранă чухне те усăллă. Çак мел сулахай тата сылтăм ӳпкесене иккĕшне те ирĕклĕ ĕçлеме, юна лайăх çӳреме, мышцăсене çемçетме пулăшать.

Ыйхă вĕçсен çурăм çинче урасене тăсса, ывăç тупанĕсене çӳлелле çавăрса çывăрма сĕнеççĕ. Кун пек ӳт-пӳ хăвăрт çемçелет, нервсем лăпланаççĕ. Çапла çывăрни хăвăрт пăлханса каякан çынсемшĕн уйрăмах паха.

Чĕрешĕн усăллă

Сывă çынсен, чĕре чирлисен, гипертониксен çурăм çинче çывăрсан тĕрĕсрех. Çапла выртсан кĕлетке лайăх çемçелет, юн çаврăнăшĕ йĕркене кĕрет. Сулахай аяк çинче выртсан чĕре кăштах хĕсĕнет, сылтăм аяк çинче сылтăм ӳпкепе пĕвер хĕсĕнеççĕ.

Гипертонипе, чĕре чирĕпе аптратăр тăк çурăм çинче çывăрсан чĕрене хушма йывăрлăх лекмест. Хырăм çинче те çывăрма юрамасть, мĕншĕн тесен диафрагмăна хĕстернипе сывлав йывăрланать.

Темиçе йĕрке

Сулахай аяк çинче.

  • Чĕре чирлĕ, юн çаврăнăшĕ пăсăлнă, ыйхă вĕçнипе нушаланакан çынсене ун пек выртса çывăрма сĕнмеççĕ.
  • Сулахай аяк çинче сахăр диабечĕпе аптракансене çывăрма сĕнеççĕ.
  • Сулахай урана хуçлатса çывăрсан сулахай пӳрене йывăр. Сылтăм урана хуçлатсан - сылтăм пӳрене. Пӳрере чул пуррисен сывă пӳре енне урана кăкăр çумне хĕстерсе выртмалла.
  • Пĕвер канăçсăрлантарсан сулахай аяк çинче урасене хуçлатса çывăрмалла.

Сылтăм аяк çинче.

  • Кун пек шăрăх çанталăкра лайăхрах - организм сивĕнет. Анчах урасене ăшăра тытмалла тата вĕсене кăштах хуçлатмалла.
  • Сылтăм аяк çинче урасене тăсса çывăрни пăлханчăклăх тата тунсăх туйăмĕсенчен хăтăлма пулăшать. Кун пек чĕрешĕн çăмăлрах тата юн çаврăнăшне йĕркене кĕртме пулать.
  • Сылтăм аяк çинче урасене хуçлатса çывăрни хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă ĕçне çăмăллатать.
  • Сылтăм аяк çинче урана хуçлатса çывăрни ват хăмин чул чирĕ чухне усăллă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.