Самана ыйтăвĕ

6 Юпа, 2015

«Нарспи» авторне Мускавра тĕл пулăпăр-и?

Константин Иванов тата Габдулла Тукай. Чăваш тата тутар халăхĕсен пултаруллă ывăлĕсем. Çамрăк поэтсен шухăшĕсем вăхăтран малта пынă, вĕсем çынсен туслă тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнас тĕллевлĕ ĕмĕчĕсемпе пĕр килнĕ. Шел, кун-çулĕ кĕске пулнă вĕсен.