«Нарспи» авторне Мускавра тĕл пулăпăр-и?
Константин Иванов тата Габдулла Тукай. Чăваш тата тутар халăхĕсен пултаруллă ывăлĕсем. Çамрăк поэтсен шухăшĕсем вăхăтран малта пынă, вĕсем çынсен туслă тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнас тĕллевлĕ ĕмĕчĕсемпе пĕр килнĕ. Шел, кун-çулĕ кĕске пулнă вĕсен. Апла пулин те пĕр ĕмĕр иртсен те хăйсем çинчен аса илтерекен ĕçсем туса хăварма пултарнă. Чун-чĕрене, ăс-тăна витерекен сăвă-поэма çырса тĕнчене тĕлĕнтернĕ. Çĕнĕ ăру çыннисем вĕсен хайлавĕсене юратса вулаççĕ, пăхмасăр вĕренеççĕ.
Мĕншĕн пуçларăм-ха хамăн çак сăмаха? Чăваш литературин классикне тата тутар халăх поэтне пĕр рете тăратнин сăлтавĕ мĕнре-ха? 2011 çулта Габдулла Тукай çуралнăранпа 125 çул çитнĕ ятпа Мускавра поэт палăкне уçнăччĕ. Кăçал чăваш поэчĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă турăмăр. Кунсăр пуçне 2015 çул историе Чăваш Енре К.Иванов çулталăкĕ пулнипе кĕрсе юлать. Кăçалхи çул паллă çак пулăмсен пĕлтерĕшне ÿстерекен ĕçсемпе палăрсан аванччĕ. Кÿршĕллĕ пурăнакан тутар халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлне çапла чыс тума пултарнине чăвашсем вăй çитереймĕç-ши вара? Тăван Раççейĕн тĕп хулинче Мускавра Константин Иванов палăкĕ çĕкленсе лараймĕ-ши?
Манăн шухăшăмпа - кăмăл тупăнсан, пурте тăрăшсан «Нарспи» авторĕ валли Мускавра вырăн тупăнатех. Аса илер-ха: ЮНЕСКОн XXV сессийĕнче поэтăн 100 çулхи юбилейне халалласа 1990 çул Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕ. 1991 çулта 1 тенкĕлĕх укçа кăларнă. Ун çине поэт сăнне ÿкернĕ, "1890-1915", "К.В.ИВАНОВ" тесе çырнă. Шупашкарта урам, сквер, Чăваш патшалăх академи драма театрĕ тата Литература музейĕ поэт ячĕпе хисепленеççĕ. Тăван ялĕнче, Пушкăрт çĕрĕнчи Слакпуçĕнче, астăвăм музейĕ ĕçлет. 1995 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта театр умĕнчи тÿремре классикăн палăкне уçнă... Апла тăк...
К.Иванова Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче, Раççейре, чикĕ леш енче аван пĕлеççĕ, унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнеççĕ, таланчĕпе киленеççĕ. "Анлă юханшыв пек юхать чăваш çĕрĕ тăрăх Константин Иванов юррин сасси. Патша пусмăрĕнчи халăх унăн сăмахĕсене вăрттăн пăшăлтатнă, совет саманинче тăван чĕлхе ирĕклĕн янăрама пуçланă. Паян çав сăмахсем вырăсла, украинла, тутарла, пушкăртла, нумай-нумай чĕлхепе янăраççĕ”, - çырнă вырăс поэчĕ Александр Жаров. "Константин Иванов чăваш сăмахне вĕçĕ-хĕррисĕр ирĕклĕх тата ĕмĕрлĕх пурнăç парнеленĕ”, - поэтăн пултарулăхне хакласа çапла каланă Пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим. Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ К.Иванова "тÿпере вĕçекен хăватлă юрăпа" танлаштарнă.
...Паян чăваш сăмахĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче янăрать. Чăваша Çурçĕр полюсĕнче те курма пулать, кăнтăрта та чăваш ывăл-хĕрне тĕл пулатăн, анăçпа тухăçра та вĕсем хăйсем пурри çинчен систереççĕ. Ентешсем Раççей çĕрĕн "чĕринче”, Мускавра, йышлăн тĕпленнĕ. Тăван çĕршывăн тĕп хулинчи урамра е скверта лартнă Константин Иванов палăкĕ таврашĕнчи хутлăх йăхташăмăрсене чăмăртакан вырăн пулса тăрăччĕ. Мускава ятарласа килеççĕ-и е çула май пырса тухаççĕ-и, шанатăп, аслă поэтăмăра пуçа тайма вăхăт тупаççех вĕсем. Çавăн пекех кунта пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе калаçса чунĕсене уçĕç, тăван сăмаха итлесе киленĕç, чăваш çĕрĕнчен инçетре пурăнакан ентешĕсене курса савăнĕç. Ку шухăш ахальтен тĕвĕленмерĕ. Мускавра "тĕпленнĕ" Габдулла Тукай палăкĕ шăпах çапларах - тăван сăмахшăн тунсăхланисене пухăнмалли - вырăн пулса тăнă.
Çÿлерех пуçарнă сăмах манăн шухăш тейĕпĕр. Ыттисем мĕн калаççĕ-ха кун пирки? Мускавра К.Иванов палăкĕ кирлĕ-и? Ку чухнехи Чăваш Ен, чăваш тĕнчи çак утăма тума вăй çитерет-и? Вулаканăмăрсем, сирĕн сăмаха та илтес килет.
Петр ПУПИН, скульптор, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ:
- Шухăша ырлатăп. Анчах мĕншĕн Константин Иванов кăна? Пирĕн, чăвашсен, пултаруллă çын нумай. Мĕншĕн Мускавра А.Николаев космонавтăн, Çеçпĕл Мишшин, ыттисен палăкĕсем пулмалла мар? Акă Н.Бичуринăн ячĕ хăй вăхăтĕнче Питĕрте янраса тăнă.
Мускавра пурăнакансенчен миçе проценчĕ К.Иванова пĕлет-ха? Гениллĕ произведени çырнă вăл, анчах, шел, унăн ячĕ, Шекспир чапĕ пек, тĕнчере сарăлман. Куншăн, паллах, халь пурăнакансем айăплă. Çавăн пекех палăка пĕр-пĕр кĕтесе лартса хураймастăн. Е парк, е тÿрем, е сквер кирлĕ. Мускав Правительстви çавăн евĕр вырăн тупса парасси иккĕлентерет. Мана тепĕр ыйту та канăç памасть: çак ĕçĕн тĕшши пулĕ-ши? Акă Чĕмпĕрте парк варрине, йывăçсен хушшине И.Я.Яковлев палăкне лартса хутăмăр. Мĕн туса тăрать вăл унта? К.Ивановпа та çакăн пек пулса ан тухтăрччĕ. Ĕçе пуçăниччен тĕплĕ шухăшламалла.
Чи малтан çапах та, ман шутпа, Шупашкара илемлетмелле. Паян хулари палăксем пĕрре те вырăнлă лармаççĕ. Сăмахран, акă, çулсен хĕресленĕвĕнчи А.Николаев, Ю.Гагарин космонавтсен палăкĕсенех илер. К.Иванов произведенийĕсенче чăваш тĕнчи, пурнăçĕ çырăнса юлнă. Çав хайлавсенчи сăнарсене, ĕç-хĕле тĕпе хунă композицисене хамăрăн тĕп хулара - Шупашкарта - вырнаçтарсан аван пулĕччĕ.
Николай КАРАЧАРСКОВ, Чăваш халăх художникĕ:
- К.Иванов палăкне Мускавра вырнаçтарас шухăш питĕ лайăх. Анчах республикăри ку енĕпе çыхăннă лару-тăрăва 60 çул ытла пĕлетĕп те - пĕрре те ансат пулас çук. ЧР Культура министерстви мобильлĕ пулассине те ĕненсех пĕтерейместĕп. Паха çак шухăша пурнăçа кĕртме Мускавра территори тупмаллах. Пултарулăх çыннисем пĕрлешсе кар! тăрсан, ман шутпа, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать. Тăкакĕ те пысăках пулас çук. Палăк тăвас ĕç тивĕçлĕ алла кăна лектĕрччĕ ĕнтĕ. Конкурса тĕрĕс ирттересчĕ, проектсене тÿрĕ кăмăллă жюрие хаклаттарасчĕ. Тĕплĕ шухăшласа ĕçе тĕрĕс çулпа ярсан ăнăçу пулатех.
Леонид ВОЛКОВ, Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:
- Манăн шухăшăмпа - чăваш тĕнчи Мускавра К.Иванов палăкне лартма вăй çитеретех. Тĕллев, пĕршухăшлăх, пĕрлĕхлĕх туйăмĕ çеç пултăр. Ку ыйтупа эпĕ Мускав Правительствипе те, хула Думипе те калаçнă. Вĕсем шухăша ырласа йышăнчĕç, çĕр лаптăкĕ уйăрса пама та хирĕç мар. Халĕ укçа-тенкĕ тупасси тĕп ыйту пулса тăчĕ. Халăх ĕçне хутшăнма хатĕр спонсорсем кирлĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА