Самана тата общество

19 Чÿк, 2019

Учительсен династийĕ: ашшĕ, амăшĕ, ачисем

Элĕк тăрăхĕнче Тури-Вылă текен ял пур. Çав ялта çуралнă та пирĕн хайлавăн тĕп паттăрĕ Севастиан Архипов. Ун чухне, çирĕммĕш ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче, совет влаçĕ тĕттĕм халăха хут вĕрентес, пурнăçа çĕнĕлле йĕркелесе ярас тесе тăрăшма пикеннĕ. Çапла чăваш ялĕсенче те пĕчĕккĕн шкулсем уçăлаççĕ. Элĕк ачисем те алла кĕнеке тытаççĕ, сас паллисемпе паллашаççĕ. Акă ĕнтĕ пирĕн Çеççим те чăваш алфавитне пĕтĕмпех алла илчĕ, сăмахсене çыхăнтарма та, вуланă чух пуплевсене сасăпа йĕркелеме хăнăхса çитрĕ. Шăрантарать кăна: çăл куç шывĕ шăнкăртатать тейĕн!