Комментари хушас

19 Чÿк, 2019

Учительсен династийĕ: ашшĕ, амăшĕ, ачисем

Элĕк тăрăхĕнче Тури-Вылă текен ял пур. Çав ялта çуралнă та пирĕн хайлавăн тĕп паттăрĕ Севастиан Архипов. Ун чухне, çирĕммĕш ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче, совет влаçĕ тĕттĕм халăха хут вĕрентес, пурнăçа çĕнĕлле йĕркелесе ярас тесе тăрăшма пикеннĕ. Çапла чăваш ялĕсенче те пĕчĕккĕн шкулсем уçăлаççĕ. Элĕк ачисем те алла кĕнеке тытаççĕ, сас паллисемпе паллашаççĕ. Акă ĕнтĕ пирĕн Çеççим те чăваш алфавитне пĕтĕмпех алла илчĕ, сăмахсене çыхăнтарма та, вуланă чух пуплевсене сасăпа йĕркелеме хăнăхса çитрĕ. Шăрантарать кăна: çăл куç шывĕ шăнкăртатать тейĕн!
Кĕçех кĕнеке патне туртăнакан ача ялти вулав çуртне çÿреме тытăнать. Пĕрне вуласа тухать те теприне илет, унтан каллех пырса улăштарать. Шăпах çав вăхăтра вун виççĕри Çеççим пурнăçĕнчи калама çук паллă пулăм тÿпери çиçĕм пек çиçсе илет: вăл ялти вулав çуртĕнчи Элĕк тăрăхне ĕçпе килнĕ çыравçăпа, «Сунтал» журнал редакторĕпе Николай Шупуççыннипе, тĕл пулса калаçать. Пуçаруллă ача хăйсен хăни Николай Васильевич Чĕмпĕрти Иван Яковлев уçнă шкулта Константин Ивановпа, Федор Павловпа, Тайăр Тимккипе пĕрле вĕренни çинчен те пĕлет иккен! Тĕлĕнет Шупуççынни чăваш ялĕсенче çакăн пек тăнлă ачасем пурринчен. Севастиана вăл малалла вĕренме, ялти çынсене вулама-çырма хăнăхтарас енĕпе ĕçлеме сĕнет.
Ĕмĕр тăршшĕпех асĕнчен кăлармасть Тури-Вылă ачи чăваш писателĕн пиллĕхлĕ сăмахне. Штанашри шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вăл Етĕрнери педагогика училищинче ятарлă вăтам пĕлÿ илет, çара кайма салтак ячĕ тухиччен Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнчи тулли мар вăтам шкулта пуçламăш классен учителĕнче ĕçлет.
1939 çулта Севастиан Михайловича çара илеççĕ. Çамрăк учитель Киев çар округĕн 460-мĕш артиллери полкне лекет. Пĕлÿллĕ салтака кĕçĕн командир пулма вĕрентеççĕ. 1941 çулта вĕсен полкне çĕрле тревогăпа вăратса хĕвел анăç чиккине илсе каяççĕ. Çапла вара пирĕн ентеш Тăван çĕршыв Аслă вăрçине Владимир-Волынск хули патĕнче кĕтсе илет. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче нимĕç самолечĕсем пысăк йышпа Совет Союзĕн чикки урлă каçаççĕ, хуласемпе ялсене аркатма та çунтарма тытăнаççĕ. Киев çар округĕ ятарласа хатĕрленĕ вăйлă округ пулнă пулин те, унăн вăрттăн та сĕмсĕррĕн килсе кĕнĕ хаяр тăшмана çийĕнчех чарма май килмест, ирĕксĕрех чакма тивет. Чернигов тăрăхĕнчи Нежин-Лубны хули патĕнчи çапăçура Архипов сержант аманать. Суранлăскер, тыткăна лекес мар тесе юхан шыва чăмать, хамăр салтак çыранран шăчă тыттарсан путассинчен хăтăлать. Кайран ăна таркăн мар-и тесе хытă тĕрĕслеççĕ, унашкал шăпаллисем сахал маррине кура çĕнĕ чаçе илеççĕ, 127-мĕш уйрăм миномет дивизионне яраççĕ. Инкек çине синкек тенĕ пек, 1942 çулта ку дивизион та тăшман ункине çакланать. Кам хăтăлма пултарнă – Воронеж облаçĕн Репьевка райцентрне çитет. Каллех тĕпчев, каллех тĕрĕслев. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий СЕМЕНТЕР.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.