Саккун проектне сÿтсе яваççĕ

18 Нарăс, 2020

Аптекăсем хаксене сăлтавсăр ÿстереççĕ

Хальхи вăхăтра Китайра алхасакан коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва чылайăшĕ сăнасах тăрать. Çак тата ытти чиртен сыхланас тĕллевпе çынсем медицина маскисене нумай илме тытăннă, çавна пулах аптекăсенче хаксене ÿстернĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кунашкал ÿкерчĕке Раççейĕн чылай регионĕнче курма пулать.

4 Нарăс, 2020

Ашшĕсене пенсие маларах кайма ирĕк памалла-и?

Раççейре нумай ачаллă ашшĕсен пенсие тухмалли ÿсĕмне чакарас — шăпах çакăн пек саккун пуçарăвĕпе тухнă Удмурт Республикин Патшалăх Канашĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине. Проект авторĕсен шухăшĕпе, çак мера тата тепĕр ача çуратасси пирки йышăну тăвакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ аргумент пулма пултарать.