Ашшĕсене пенсие маларах кайма ирĕк памалла-и?
Раççейре нумай ачаллă ашшĕсен пенсие тухмалли ÿсĕмне чакарас — шăпах çакăн пек саккун пуçарăвĕпе тухнă Удмурт Республикин Патшалăх Канашĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине. Проект авторĕсен шухăшĕпе, çак мера тата тепĕр ача çуратасси пирки йышăну тăвакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ аргумент пулма пултарать.
Нумай ачаллă ашшĕсене пенсие ыттисенчен маларах кайма ирĕк памалла-и? Çак саккун проекчĕ пирки пирĕн республикăра пурăнакансем мĕн шухăшлаççĕ-ши? <...>
Алексей МУРЫГИН, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри Ашшĕсен канашĕн председателĕ:
— Çак саккуна йышăнни патшалăх йышлă çемьесене кÿрекен пулăшусен /тĕслĕхрен, амăшĕн капиталне пани/ шутне татах ÿстерĕ. Çавăнпа нумай ачаллă ашшĕсене пенсие ыттисенчен маларах тухмалли ирĕкпе тивĕçтерни тĕрĕс пулĕ. Ашшĕсене те амăшĕсемпе пĕр тан шая лартни вырăнлă: вĕсем те ачисене ÿстернĕ чухне çав ĕçех тăваççĕ. Ашшĕсене уйрăммăн пулăшмалли мера вара çук. Саккуна йышăнсан аван.
Любовь ПАВЛОВА, 5 ача амăшĕ, Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллине тивĕçнĕ, Элĕк районĕ:
— Ку пулăшу кирлех. Ачасене ашшĕсĕр ÿстерме питĕ йывăр. Ывăл-хĕр çитĕнтерекенĕн мĕн чухлĕ ĕçлемелле, темĕн тĕрлĕ ыйтăва татса памалла. Арçынсăр ниепле те май килмест. Ачасене мăшăрăмпа пĕрле ÿстеретпĕр, воспитани паратпăр. Вăл — 2 ывăлпа 3 хĕршĕн ырă тĕслĕх. Ашшĕ ĕçрен килсен ачасем яланах ун çумĕнче пулма тăрăшаççĕ. Вăл пирĕн ятлаçма та пĕлмест. Ывăлсенчен асли çартан таврăнчĕ, кĕçĕн хĕрĕмĕр 1-мĕш класа çÿреме пуçларĕ. Нумай ачаллă амăшĕсене патшалăх пулăшма тăрăшать, хавхалантарать. Ашшĕсене пулăшни пирки илтмен. Çавăнпа пенсие маларах кăларсан аванччĕ.
Сергей КИРИЛЛОВ, Йĕпреç районĕнчи Ашшĕсен канашĕн ертÿçи, 5 ача ашшĕ:
— Нумай ачаллă ашшĕсем пенсие маларах кайма пултарни лайăх паллах. Енчен те мана çакăн пек мерăпа усă курма сĕнсен эпĕ хаваспах килĕшĕттĕм. Нумай ачаллă ашшĕсем ывăл-хĕрне çитĕнтерес ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ. Манăн мăшăр, тĕслĕхрен, халĕ кĕçĕн ывăлпа декрет отпускĕнче. Арăмĕ килте ачисемпе ларнă хушăра арçын ĕçлет: унăн çемьене тăрантармалла. Меллĕ самантпа усă курса манăн çакна та каласа хăварас килет. Эпир 5 тата ытларах ачаллă çемьесен черетĕнче, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текеннисен йышĕнче, тăратпăр. Анчах çак программа валли укçа сахалрах уйăраççĕ, çавăнпа черет ытла вăраххăн шăвать. Ку тĕллевпе ытларах укçа уйăрсан, унпа хамăр пурăнакан ял тăрăхĕнче çеç мар, республикăн ытти кĕтесĕнче те хваттер илме ирĕк парсан аван пулмалла!
Ольга КРЫСОВА, 5 ача амăшĕ, Шупашкар хули:
— Питĕ кирлĕ саккун. Ачасене пăхма упăшка нумай пулăшать. Вĕсене ĕçе те хăнăхтарать. Уйрăмах асли, ывăл, ашшĕпе юнашар тăрмашать. Йышлă çемьене тăрантарма укçа нумай кирлĕ, çавăнпа арçынсен темиçе çĕрте ĕçлеме тивет. Унсăр пуçне эпир çурт хăпартрăмăр, ăна халĕ шалтан хитрелетмелле. Строительство ĕçĕсем укçа ыйтăвĕпе çыхăннă. Каллех çемье пуçĕн ытларах чупма-тăрăшма тивет. 5 тата ытларах ачаллă амăшĕсем халĕ 10 çул маларах пенсие тухаççĕ. Ашшĕсен те çакăн пек çăмăллăх пулсан аван. Ку саккуна йышăнсан, тен, çемьесем тата тепĕр ача çуратас тейĕç.
Александр ОСИПОВ, 4 ача ашшĕ, Елчĕк районĕ:
— Асăннă саккун проектне йышăнни вырăнлă ĕнтĕ. Вăл çынсене тата ытларах ача çуратма хавхалантарĕ. Çапах, манăн шухăшпа, эпир ачасене чи малтан хамăр валли çурататпăр, патшалăха шанса мар. Вĕсем мĕн чухлĕ ытларах — çавăн чухлĕ лайăхрах. Хамăр атте-аннене илер. Манăн анне 11 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл 5 ача çуратнă. Эпир халь, 5 пĕртăван, тĕрлĕ çĕре саланнă. Пĕр-пĕринпе тĕл пулсан яланах савăнатпăр, чун каниччен калаçатпăр. Туслăх, тăванлăх туйăмĕ шăпах çакăнта. Çавăнпа ĕнтĕ анне «10 ача та сахал» тет. Çапах нумай ачаллисене патшалăх тĕрлĕ енчен пулăшни лайăх. Тулли верси...
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас