Сабантуй

7 Утă, 2018

Халăхсен туслăхĕ - пирĕн вăй

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан тутарсем Чăваш Енĕн тĕп хулине çĕрпе суха уявне — Сабантуя — пухăннă. Федерацин XVIII Сабантуйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов уçрĕç.

7 Утă, 2018

Халăхсем юратакан уявсем

Чăвашсен — Акатуй, тутарсен — Сабантуй. Сĕм авалтан пĕр пĕлтерĕшпе, сăлтавпа паллă тунă уявсем. Тĕлĕнмелле: паянчченех сыхланса юлнă вĕсем. Тутарсен çак уявĕ çинчен аса илме сăлтав пур: паян Шупашкарта федераци шайĕпе ирттерекен XVIII Сабантуй уçăлчĕ.

Ăна Чăваш Ен тĕп хулинчи чи илемлĕ вырăн — Хĕрлĕ тÿрем тата Анне монуменчĕ çывăхĕнчи лапам йышăнчĕç. Анне монуменчĕ çывăхĕнче тутар «ялĕ» ÿссе ларнă. Кунта тăванла халăхăн çемье традицийĕсемпе паллашма, йăли-йĕркисене курса савăнма, хуçалăх таврашĕн илемĕпе киленме пулать.

6 Утă, 2018

Тутарсен пысăк уяв

Чăваш Республики кăçал Пĕтĕм тутарсен XVIII Сабантуйне йышăнать. Ăна çулленех çĕршыври 50 ытла регионта, чикĕ леш енчи 30 патшалăхра паллă тăваççĕ. Федераци шайĕпе ирттерекенни пĕлтĕр Астраханьте пулнăччĕ.

5 Утă, 2018

Çĕртме уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Шупашкарта Федераци Сабантуйĕ иртет

Уяв ыран Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пуçланать. Унта Тутарстанри искусствăсен ăстисен концерчĕ иртет.

4 Утă, 2018

Туслăх уявĕ

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре федераци шайĕнчи Сабантуй иртет. Унта Раççейри 40 регионтан тутар наципе культура пĕрлĕхĕсен делегацийĕсем килĕç. Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов та килме палăртнă.
Уява çÿллĕ шайра йĕркелĕç: Тутарстанри тата Чăваш Енри солистсен тата пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсем, халăх ăсталăхĕсен куравĕсем, наци кĕрешĕвĕ иртет. Сабантуйра тутар апат-çимĕçне астивме, сувенирсем туянма май пулĕ.

Pages