Комментари хушас

7 Утă, 2018

Халăхсен туслăхĕ - пирĕн вăй

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан тутарсем Чăваш Енĕн тĕп хулине çĕрпе суха уявне — Сабантуя — пухăннă. Федерацин XVIII Сабантуйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов уçрĕç.

— Паян уява пухăннă çынсен хаваслă сăнĕсене, ачасен çиçекен куçĕсене курма питĕ хавас. Кунта тутарсем çеç мар, чăвашсем, вырăссем, ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕ килнĕ. Эпир яланах туслă пурăннă, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисепленĕ, упраса пырса аталантарма тăрăшнă. Малашне те çаплах пулĕ, — терĕ Михаил Игнатьев.

— Чăваш Енре 34 пин тутар пурăнать. Вĕсем Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ, эпир вĕсене тĕслĕх вырăнне хуратпăр. Тутарстанра 116 пин чăваш тĕпленнĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра хăйсен йăли-йĕркине упрассишĕн, аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Эпир чăвашсене ку енĕпе яланах пулăшса пыратпăр. Тĕрлĕ халăх çыннисем туслăхра пурăнни — пирĕн вăй, — терĕ Рустам Минниханов уява килнисене саламланă май. Вăл çавăн пекех Чăваш Республикин ертÿлĕхне тутар халăхне хисепленĕшĕн, йăли-йĕркине тытса пыма майсем туса панăшăн тав турĕ.

Сабантуй ялавне çĕкленĕ хыççăн çĕр ĕçченне халалланă уяв хĕрсе кайрĕ. Тутарсем, вырăссем, чăвашсем туслă йышпа вăйă картине тăчĕç, ĕç çыннине мухтакан юрă- кĕвĕ сасси Атăл тăрăх инçете саланчĕ...

Уяв хăнисемпе пĕрле Рустам Минниханов Хĕрлĕ тÿремри Арбатра халăх ăстисен ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕ. Хăна уйрăмах чăваш тĕрриллĕ япаласем, хушпусемпе тухьясем патĕнче ытларах чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех кăçатă йăвалакансен ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашрĕ.

Амăшĕн палăкĕ çывăхĕнчи лапамра Чăваш Енри, регионсенчен килнĕ тутарсем тутар çыннисен кулленхи пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан картишсем йĕркеленĕ. Кунтах тĕрлĕ вăйă выляма, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма май пурччĕ.

Рустам МИННИХАНОВ, Тутарстан Республикин Президенчĕ:
— Сабантуй — пирĕн чи юратнă уяв. Хальхи вăхăтра вăл тутарсен уявĕ çеç мар. Ăнă пĕтĕм Раççейре, 30 ытла çĕршывра, 57 ытла регионта, Чăваш Республикинче тутарсем пурăнакан районсенче анлă паллă тăваççĕ. Тутар Республики пирки вара каламалли те çук. Кунта кашни ялта Сабантуя уявлаççĕ. Çак уяв тутар халăхĕн хăйне евĕрлĕхне, культура пуянлăхне кăтартма май парать. Сабантуя килекенрен хăш халăх çынни пулни пирки никам та ыйтмасть. Хăть юрла, хăть ташла... Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнатăн-и? Е тăвансемпе пĕрле ларса чей ĕçетĕн-и? Тутарсем мĕнле пурăнипе кăсăкланатăн-и? Тархасшăн! Кÿшĕсене тĕп хулан тĕп лапамĕнче анлă Атăл хĕрринче çакăн пек пысăк уяв туса панăшăн тав тăватăп.
 

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: