Туслăх уявĕ

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре федераци шайĕнчи Сабантуй иртет. Унта Раççейри 40 регионтан тутар наципе культура пĕрлĕхĕсен делегацийĕсем килĕç. Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов та килме палăртнă.
Уява çÿллĕ шайра йĕркелĕç: Тутарстанри тата Чăваш Енри солистсен тата пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсем, халăх ăсталăхĕсен куравĕсем, наци кĕрешĕвĕ иртет. Сабантуйра тутар апат-çимĕçне астивме, сувенирсем туянма май пулĕ.
Уяв мероприятийĕсем утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчех Оперăпа балет театрĕнче уçăлĕç. Унта Тутарстан артисчĕсем концерт кăтартĕç.
Сабантуя халĕ тутар ялĕсенче çеç мар, Раççей хулисенче, СНГ тата чикĕ леш енчи çĕршывсенче йĕркелеççĕ. Вăл халăхсен туслăхĕн уявĕ пулса тăчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.