Ревизорро

14 Ака, 2016

Пăнтăхнă улма-çырларан вĕретнĕ компотшăн явап тыттарнă, е Потребительсен прависене пăсни пирки

"Ревизорро" телекăларăм ертÿçи Елена Летучая Шупашкара килсе кайни нумайăшне апатлану тата кану вырăнĕсенче тимлĕрех пулма хистерĕ. Тĕрĕссипе, столовăйра таракан чупнине, тирпейсĕрлĕхпе тасамарлăх хуçаланнине час-часах куратпăр. Шел те, потребительсен прависене пăсни пурнăçра тăтăшах тĕл пулать. Лавккаран пăсăлнă пулă йăтса килетĕн, пасарта туяннă пушмакăн кĕлли пĕр эрнеренех хуçăлать, общество транспортĕнче водитель пирус туртнăран чыхăнатăн... Кусем йăлтах йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă.

8 Юпа, 2015

Шупашкара килнĕ... ревизор

Халĕ ял-салари чылай пÿрт тăрринче, айккинче турилкке çакăнса тăрать, çавăнпа таçти аякри тĕттĕм кĕтесре пурăнакансем те 500 телеканалтан сахал мар кураяççĕ. Вĕсенчен пĕринче - "Пятница" ятлинче - çамрăксен, аслă ÿсĕмрисен кăмăлне каякан кăларăм пур. Вăл "Ревизорро" ятлă.