Пăнтăхнă улма-çырларан вĕретнĕ компотшăн явап тыттарнă, е Потребительсен прависене пăсни пирки

"Ревизорро" телекăларăм ертÿçи Елена Летучая Шупашкара килсе кайни нумайăшне апатлану тата кану вырăнĕсенче тимлĕрех пулма хистерĕ. Тĕрĕссипе, столовăйра таракан чупнине, тирпейсĕрлĕхпе тасамарлăх хуçаланнине час-часах куратпăр. Шел те, потребительсен прависене пăсни пурнăçра тăтăшах тĕл пулать. Лавккаран пăсăлнă пулă йăтса килетĕн, пасарта туяннă пушмакăн кĕлли пĕр эрнеренех хуçăлать, общество транспортĕнче водитель пирус туртнăран чыхăнатăн... Кусем йăлтах йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем çакнашкал çитменлĕхсене пĕтерессишĕн тăрăшаççĕ. Çивĕч ыйтусем тавра управленин потребительсен прависене хÿтĕлекен пай пуçлăхĕпе Елена Гавриловăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.