Раççей регионĕсем

18 Авăн, 2014

Мускавра суйлава пĕтĕмлетрĕç

Авăн уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Мускавра "Раççей регионĕсем" медиафорум ĕçлерĕ. Унта Мускаври тата регионсенчи информацин йышлă хатĕрĕсен репортерĕсем, çав шутра "Хыпар" журналисчĕ те хутшăнчĕç.

Халăхсен хушшинчи суту-илÿ центрĕнче пуçтарăннă политологсем, социологсем, РФ Патшалăх Думинче фракци йĕркеленĕ тата парламент партийĕ шутланман политика партийĕсен ертÿçисем Пĕрлехи суйлав кунне пĕтĕмлетрĕç.