Комментари хушас

18 Авăн, 2014

Мускавра суйлава пĕтĕмлетрĕç

Авăн уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Мускавра "Раççей регионĕсем" медиафорум ĕçлерĕ. Унта Мускаври тата регионсенчи информацин йышлă хатĕрĕсен репортерĕсем, çав шутра "Хыпар" журналисчĕ те хутшăнчĕç.

Халăхсен хушшинчи суту-илÿ центрĕнче пуçтарăннă политологсем, социологсем, РФ Патшалăх Думинче фракци йĕркеленĕ тата парламент партийĕ шутланман политика партийĕсен ертÿçисем Пĕрлехи суйлав кунне пĕтĕмлетрĕç.

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕр-шывăн 84 субъектĕнче тĕрлĕ шайри суйлав иртнĕ. Вĕсене 75 млн суйлавçă, 56 парти, обществăн 11 пĕрлешĕвĕ хутшăннă. Комиссисем суйлав кампанине явăçăнма ирĕк парса влаç органĕн вăл е ку мандачĕшĕн кĕрешме 100 пин ытла кандидата регистрациленĕ.

Суйлав саккунпа килĕшÿллĕн иртнĕ. Федерацин 30 регионĕн кĕпĕрнаттăрне, саккунсем кăларакан 14 пухăвĕн депутачĕсене суйланă. Федерацин "Регнум" информаци агентстви йĕркеленĕ медиафорумра Раççей Правительствин тата "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти председателĕ Дмитрий Медведев суйлава пĕтĕмлетрĕ. Тĕплĕнрех - шăмат кунхи номерте.

Ю.МИХАЙЛОВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.