пресс-конференци

11 Ака, 2014

Диктанта кура ытти акци йĕркеленет

Кăçал Пĕтĕм вырăс диктанчĕ ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртĕ. Вăл Чăваш Енре кăçалхипе иккĕмĕш хут пулĕ. Диктант Новосибирск хулинче йăл илнĕ. Студентсем вырăс чĕлхине хисеплесе флеш-моб йĕркеленĕ. Пилĕк çул вăл шкул диктанчĕ пек çеç пулнă. Малтанах унта 200 яхăн çын çеç хутшăннă. Пурăна киле ытти хула та акци йĕркелеме тытăннă.

15 Пуш, 2014

Пуйăс килнине курсах...

ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн черетлĕ пресс-конференцийĕ Чул хула чукун çулĕн пуçарăвĕпе иртрĕ. Унăн ертÿçин çумĕ, Хусанти управленийĕн пуçлăхĕ Александр Черемнов каланă тăрăх - вĕсем пăхса тăракан çул Раççейĕн 5 субъекчĕпе иртет.

1 Пуш, 2014

Пушар хăрушсăрлăхĕ, çурхи пăтăрмахсем

Пушар мĕн тери пысăк сиен кÿме пултарни, çавна май хăрушсăрлăх йĕркине яланах пăхăнмалли çинчен тăтăшах калаçатпăр-çыратпăр, çапах вутпа çыхăннă инкек чылай пулать. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче вĕсен шучĕ пушшех ÿснĕ, вилнисен йышĕ те пысăкланнă.

15 Нарăс, 2014

Патшалăх пулăшăвĕ: хăвăртрах, пахарах

Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çул тĕлне граждансен 90% хăйсем пурăнакан вырăнтах патшалăх пулăшăвĕсене "пĕр чÿрече" йĕркипе илмешкĕн май пулмалла, çав шутра, паллах, нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ те. Çак хушăва пурнăçлас тĕллевпе пирĕн республикăра мĕнле ĕçсем туни пирки ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствинче йĕркеленĕ пресс-конференцире каласа кăтартрĕç.

18 Кăрлач, 2014

Пурнăçа лайăхлатасси халăхран та килет

Раççейре пурăнакансен регион тата федераци саккунĕсене лайăхлатас ĕçе хутшăнма май пур. Вĕсем çĕр-шывăн е регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă сĕнĕвĕсене "Раççей общество пуçарăвĕ" портала ярса пама пултараççĕ. Ку Интернет-ресурса 2013 çулхи ака уйăхĕнче Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Pages