Премьера

7 Çу, 2015

Çерем çинче вылярĕ çиçĕм

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Çерем çинчи çиçĕм» трагикамит хатĕрлерĕ. Премьерăна артистсем апрелĕн 29-мĕшĕнче куракансем патне çитерчĕç. Пьеса авторĕсем - Анатолий Хмытпа Вячеслав Оринов.

2 Ака, 2015

Ăна панă пÿлĕхçĕ вĕри юнпа çемçе чун

Кăçал чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа - 125, вилнĕренпе 100 çул çитрĕ. Çавна май Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕнĕ спектакль хатĕрлерĕ. И.С.Максимов-Кошкинскин иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çырнă пьеси тăрăх «Вĕри юнлă çемçе чун» /Константин Иванов/ драма лартрĕ.

5 Раштав, 2014

Укçа тесен вилнĕ çын та хускалнă

Камит пурнăç çинчен шухăшлама хистет. Мĕн вăл телей? Çак ыйтăвăн хуравне шыракан чылай. "Çывăх çынсем çумра пулнинчен телейли нимĕн те çук", - тетпĕр. Пĕрисем укçа çителĕксĕррине пула савăк пурнăç хура куна çаврăннине ĕнентереççĕ. "Укçа-тенкĕ чи пĕлтерĕшли мар", - калаççĕ теприсем.

27 Чÿк, 2014

«Хуняма» валли - «Ылтăн кĕрÿ»

ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов режиссер Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче лартнă спектакльсене аса илетĕп: "Ылтăн кĕрÿ" камит йышшисем вĕсен йышĕнче сахалччĕ. Мĕншĕн сăмах тапратрăм-ха?

Pages