Çерем çинче вылярĕ çиçĕм

7 Çу, 2015

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Çерем çинчи çиçĕм» трагикамит хатĕрлерĕ. Премьерăна артистсем апрелĕн 29-мĕшĕнче куракансем патне çитерчĕç. Пьеса авторĕсем - Анатолий Хмытпа Вячеслав Оринов.

Спектакльти тĕп сăнар - Мирон мучи /РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов/. Вăл, хытă аманнăскер, 1941 çулта нимĕçсем ярса илнĕ хулари выçă ачасене партизансен отрядне ăсатнă. Унăн çамрăк чухнехи паттăрлăхĕ çинчен ял-йыш илтмен те, пĕлмен те. Нумай çул иртсен Мирона Израильти - Сарра Герберпа /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Венера Пайгильдина/ унăн шăллĕ /Леонид Яргейкин/ - шыраса тупаççĕ. Вĕсем те çăлнă çав ачасен йышĕнче пулнă иккен. Кĕтмен хăнасем пĕтĕм ял пурнăçне пăлхатса яраççĕ.

Пьеса пĕччен пурăнакан фронтовик шăпипе паллаштарать, унăн чунне уçса парать. Вырăнти пуçлăх, çамрăксем ветерана хисеплеменнине куратпăр. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ертÿçи Кăтра Тимухха /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев/ мучине ваттисен çуртне ăсатасшăн, ăна тивĕçекен хваттере хăй аллине илесшĕн. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.