Пирӗн пата ҫыраҫҫӗ

2 Ака, 2020

Тӗрӗслӗх яланах хисепре

«Тĕрĕслĕх — тӳпере, трĕсмарлăх — çĕр çинче», — ваттисем ахальтен каламан. Мĕншĕн-ха вăл çавăн пек?

Юлашки вăхăтра çын­сем тĕрĕсмарлăха ĕненеççĕ те начарри пирки кăна шухăшлаççĕ. Кашни çын хăйĕн пурнăçне хăй суйлать, хăйĕн валли шанчăклă юлташ тупма тăрăшать. Анчах ăна та хăш чухне шанма юрамасть.