Тӗрӗслӗх яланах хисепре
«Тĕрĕслĕх — тӳпере, трĕсмарлăх — çĕр çинче», — ваттисем ахальтен каламан. Мĕншĕн-ха вăл çавăн пек?
Юлашки вăхăтра çынсем тĕрĕсмарлăха ĕненеççĕ те начарри пирки кăна шухăшлаççĕ. Кашни çын хăйĕн пурнăçне хăй суйлать, хăйĕн валли шанчăклă юлташ тупма тăрăшать. Анчах ăна та хăш чухне шанма юрамасть.
Нумаях пулмасть эпир чăваш литератури урокĕнче Николай Терентьев çырнă «Çил çинчи çеçпĕл» хайлава вуласа тухрăмăр. Унта та çак темăна хускатнă. Анна — хастар, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен хĕрача. Унăн умĕнче икĕ çул тăрать: пĕри — ултавлă ырлăх, тепри — тĕрĕслĕх. Анчах мĕнле çул суйласси хăйĕнчен килет. Ăс-пуç, чун-чĕре мĕн хушать — çавна суйламалла, уншăн сана никам та айăпламĕ.
Тӳрĕ чунлă этем кукăр çулпа утма пултараймасть, начар ĕçсем пирки шухăшламасть те. Яланах çынна ырă тăвас тесе тăрăшать. Малалла вулас...
Костя ВИШНЕВ, 9-мĕш класс.
Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ.