Пăрчăканпа танлаштарас килет ăна. Çулĕсемпе ватлăхалла кармашнă пулин те яланах вăр-вар, йăпăр-йăпăр çÿрет вăл. Кунĕпех килти хушма хуçалăхра кăштăртатать. Ирĕклĕрех вăхăт тупăнсан - тÿрех хаçат-журнал, кĕнеке вулама пикенет, сăмахкаçмăш тупсăмĕсене тупать.
Ăна пурте Укçине аппа теççĕ. Халăх йăли-йĕркине лайăх пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ. Ача пăтти пĕçерсен, çамрăксем венчете тăрсан хăнана чĕнеççĕ, е çынна юлашки çула ăсатмалла-и /мĕн тăвăн, пурнăç йĕрки çапла/ - пурте унран сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ.
Марина Карягина - ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, паллă поэтесса. Унпа тĕлпулса калаçма сăлтав пулчĕ: вăл тинтерех çеç çулçÿреврен таврăннă. Кипра çитсе килнĕ. Çавăн çинчен калаçрăмăр та иксĕмĕр.
Тĕлĕнмелле те, анчах çанталăк нихăçан та юраса пĕтереймест çынна. Кĕтнĕ шăрăх килсен ытлашши шăрăх пек, кĕтнĕ çумăр çума пуçласан хăçан уяртать-ши тесе пăшăрханатпăр... Çавăн пек ачаш кăмăллă вăл этем тени. Ырă çанталăка кĕтсех иртет ĕмĕрĕ.