Пирĕн лотерея

13 Утă, 2018

«Хыпар» парнишĕн питĕ савăнчĕ

«Хыпара» çырăннă чухнех хаçат парни — ăратлă така — мана тухать тесе каларăм. Шалти туйăм систерчĕ ахăртнех. Анчах мана никам та ĕненесшĕн пулмарĕ. Лайăххине шансан вăл яланах пурнăçланать. Халĕ, такана курсан, ялти çынсем те, тăвансем те ĕненеççĕ ĕнтĕ», — çапла каласа кĕтсе илчĕ пире Вăрнар районĕнчи Отиккăвă ялĕнчи Светлана Стрелкова.