пĕтĕмлетÿ

14 Нарăс, 2018

Яланах малтисен шутĕнче пулма ăнтăлмалла

Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тесе нумай ĕç пурнăçланă, çапах ĕçлемелли тата нумай-ха: ÿсĕм çулĕн вĕçĕ çук вĕт. Шăпах çак шухăш тĕпре пулчĕ Шупашкар районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2017 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес, кăçалхи тĕллевсене палăртас енĕпе иртнĕ анлă канашлура.

25 Раштав, 2017

Тав сана, вулаканăм, е Хамăра ăслă та пуян пулма ирĕк парар-и?

Ахальтен мар çакăн пек ыйтуран пуçлас терĕм паянхи сăмахăма. 2018 çул пире хăй ытамне илме хатĕрленет. Еплерех пулĕ-ши кăмăлĕ – ачаш та ырă е кăра та хивре – хальлĕхе калама йывăр. Темле пулсан та, ырра шанатпăр, кĕтетпĕр пулин те, паянхи саккăрла кăна мар, вуннăлла çаптаракан саманана кура, кăмăла ирĕке яма иртерех пек туйăнать.

22 Раштав, 2017

Кăçал респубикăра пушар сахалрах пулнă

Паян республикăри çăлав службисем çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов генерал-майор пĕлтернĕ тăрăх — кăçал халăха çут çанталăкăн кĕтмен инкекĕсенчен, техногенлă аварисенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе чылай мероприяти ирттернĕ.

29 Пуш, 2017

Спортпа туслисен йышĕ ÿсет

Çапах ФСКсене ирхине тата кăнтăрла çын сахал çÿрет

«Пирĕн республикăра иртнĕ çул спортпа туслисен йышĕ 40,7 процентпа танлашнă. Кăçалхи тĕллев — çак хисепе 41,2 процента çити ÿстересси», — палăртрĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕнче.

Министр шухăшĕпе — çак çитĕнÿ тĕрлĕ акци ирттернипе пулнă. Вĕсенчен пĕри — Сывлăхпа спорт кунĕ. Унта уйăхсерен 160-163 пин çын хутшăнать.

Pages