пĕтĕмлетÿ

24 Раштав, 2015

Кăçал кăна мар, ÿлĕм те туслă пулар кĕнекепе

2015 çул Раççей çеç мар, Чăваш Ен историйĕнче те тĕрлĕ пулăмпа çырăнса юлĕ. Республикăра çĕршыв шайĕнчи спорт мероприятийĕсем иртрĕç, пирĕн пата чылай паллă çын çитсе курчĕ... Тĕрĕссипе, пурне асăнса та пĕтереймĕн. Чи пĕлтерĕшли - Раççейре - Литература, Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкĕ пулни. Кăçал ял-салари вулавăшсенчен пуçласа республика шайĕнчех çĕр-çĕр мероприяти иртрĕ. Чылайăшĕ хальччен пĕлменнине ăса хыврĕ, кĕнеке тусĕсен йышĕ ÿсрĕ... Ачасемпе çамрăксем электронлă майпа та вулаççĕ. Ку çулах Шупашкарта мобильлĕ библиотекăсем вырнаçтарчĕç.

10 Авăн, 2015

Кĕнеке вулассипе - Раççейре 5-мĕш вырăнта!

Кăçал Литература çулталăкĕ пулнине халалласа çĕршывра сахал мар мероприяти иртет. Раççей Почтипе ЭКСМО-АСТ издательство ушкăнĕ Раççей Кĕнеке Союзĕ пулăшнипе «Чи нумай вулакан шкул ачи» конкурс йĕркеленĕ. Унта пирĕн ентеш Евгения Михайлова пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

30 Çĕртме, 2015

Лайăххине те, начаррине те хак патăмăр

Чăваш автономине туса хунăранпа 95 çул çитнине, Республика кунне çÿллĕ шайра паллă турăмăр. Хамăра тата хăнасене Чăваш Ен экономикинчи, социаллă пурнăçĕнчи, культуринчи çитĕнÿсемпе ÿсĕмсене кăтартрăмăр та ĕçлеме, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлнĕшĕн савăнтăмăр.

30 Çĕртме, 2015

Мĕн пуррине упрамалла

Республика Кунĕпе çыхăннă ĕçсем вĕçленчĕç. Пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт. Экономикăпа çыхăннине шутпа, укçапа пахаламалла пулĕ: çавăн чухлĕ тĕлпулу ирттернĕ, çавăн чухлĕ килĕшÿ тунă, çыхăнусем йĕркеленĕ, хутшăнусене çирĕплетнĕ. Çавна май республикăна миллион-миллион тенкĕлĕх тупăш кÿнĕ.

15 Ака, 2015

Сĕт хакĕ татах чакнă

Ĕнесем пăруланă тата çу кунĕсем çывхарнă май килти хуçалăхсенчен пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕ чылай районта сисĕнмеллех чакнă. Çакă ЧР Ялхуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне ыйтса илнĕ сводкăна мартăн 20-мĕшĕ /мĕнпурĕ те 3 эрне çеç иртнĕ!/ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартупа танлаштарсан лайăх палăрчĕ.

Pages