Кăçал респубикăра пушар сахалрах пулнă
Паян республикăри çăлав службисем çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов генерал-майор пĕлтернĕ тăрăх — кăçал халăха çут çанталăкăн кĕтмен инкекĕсенчен, техногенлă аварисенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе чылай мероприяти ирттернĕ.
Уйрăмах профилаткика ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ ведомство ертÿçи. Çынсемпе тĕл пулса калаçнин усăлăхĕн кăтартăвĕсен шутĕнче генерал-майор пушарсен шучĕ, вут-çулăмра сарăмсăр вилекенсен йышĕ чакнине кĕртрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсемпе пĕрле ĕçлени, сăмахран, халăха юхан шывсемпе пĕвесенче хăрушсăрлăхпа ытларах тивĕçтерме май панă. Управлени ертÿçи çавăн пекех доброволецсем кĕтмен инкексемпе кĕрешес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ. Вĕсем пушар сÿнтерме хутшăнаççĕ, халăхпа хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе пухусем ирттереççĕ, пурăнмалли çуртсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăннине тĕрĕслеççĕ тата ытти те.
Станислав Антонов генерал-майор килес çул «Хăрушлăхсăр хула» комплекса, «112» пĕрлехи номер тытăмне аталантарма, Чăваш Республикинче 2018 çула Хăрушсăрлăх культурин çулталăкĕ пек ирттерме тĕллев лартрĕ.
Ведомство çавăн пекех республикăра усă куракан çăлав техникисен куравне йĕркеленĕ. Çăлавçăсем çул çинче аварие лекнĕ машинăри çынсене пулăшнине, пушар сÿнтернине кăтартрĕç.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.