Паттăрлăх

30 Çĕртме, 2016

Иртнĕ çулла...

Тĕлĕкри пек иртрĕ çав самант

Тÿрех киле мар, асламăшĕ патне кĕчĕç вĕсем шăллĕпе. Вăйĕ çуккине сиссе, хăйне тĕлĕкри пек туйса диван çине аран ларчĕ. Кÿлĕ хĕрринче мĕн пулса иртнине Даниил асламăшне тĕпĕ-йĕрĕпе васкаса каласа пачĕ. Паша вара çаплипех пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Куçĕ умĕнчен сывлайми выртакан Максим çаплипех кайма пĕлеймерĕ. Хăй вара вилĕмпе куçа-куçăн тăнине ăнланса илсе çÿçенчĕ, çапах та çынна инкекрен хăтарнăшăн хĕпĕртерĕ.

30 Юпа, 2015

Хăюлăх - хăватлă, пĕлÿлĕх - пит хаклă

Çуллахи шăрăх кун. Иртен пуçласа каçченех пĕве патĕнчен ача-пăча, ватти-вĕтти татăлман. Красноармейски районĕнчи Тусайри Николай Аркадьев та мăнукĕсемпе çыран хĕррине аннă. Арçын вĕсене пулă тытмалли хатĕр ăсталаса панă. Сасартăк хĕрарăм хыттăн кăшкăрни илтĕннĕ.

7 Авăн, 2015

Паттăрлăх урокĕсем

Пĕлÿ кунĕнче йĕркеленĕ мероприятисене МЧС ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Шупашкарти 1-мĕш коррекци шкулĕнчи тĕлпулăва çăлавçăсемпе пĕрлех тĕрлĕ çулта çынсене хăтарса патшалăх наградисене тивĕçнисем те хутшăнчĕç.

Владимир Смолкин ветеран-десантник 1979 çулта Атăл леш енчи инкеке аса илчĕ.

7 Çурла, 2015

Тинĕс хĕресне тивĕçнĕ чăваш

Хурапыр Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Яков Данилович Данилов ячĕпе уçнă палăк унăн йăхĕсемшĕн кăна мар, ку тăрăхра е ытти çĕрте пурăнаканшăн та несĕлĕмĕрсене хисеплеме вĕрентекен ырă тĕслĕх вырăннех. Сăваплă ĕçе Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче йĕркелени те ăнсăртран мар. Чаплă палăка тивĕçнĕ çын хăй вăхăтĕнче ялти пĕрремĕш моряк пулнă.

28 Утă, 2015

«Паттăрлăх орденĕпе наградăлас...»

Çапла çырнă хĕрÿ вырăнсенчи юнлă хирĕçтăрура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе сержантсене, старшинасемпе прапорщиксене, офицерсене наградăлама Раççей Президенчĕ алă пуснă указсенче. Чылайăшĕн вĕçĕнче хушса çырни пур: «Вилнĕ хыççăн». Нумайăн вĕсем - Чечня вăрçинче çамрăклах пуç хунă ентешсем.

Pages