Тинĕс хĕресне тивĕçнĕ чăваш

7 Çурла, 2015

Хурапыр Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Яков Данилович Данилов ячĕпе уçнă палăк унăн йăхĕсемшĕн кăна мар, ку тăрăхра е ытти çĕрте пурăнаканшăн та несĕлĕмĕрсене хисеплеме вĕрентекен ырă тĕслĕх вырăннех. Сăваплă ĕçе Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче йĕркелени те ăнсăртран мар. Чаплă палăка тивĕçнĕ çын хăй вăхăтĕнче ялти пĕрремĕш моряк пулнă.

Яков Данилович 1876 çулта çуралнă. 16-ран пуçласах Атăл çинче бурлакра çÿренĕ - çăвĕпех тиевлĕ кимĕсене сĕтĕрнĕ. Кунтах вăл вырăсла калаçма, çырма вĕреннĕ. Çакă ăна малашнехи пурнăçра та пулăшнă. 1896 çулта ăна патша çарне илеççĕ. Хĕсмет вăхăчĕ унăн "Лосось" миноносец эскадринче /каярах - "Грозовой"/ иртет. Пултаруллă, маттур та патвар каччăна вестовой, тупă авăрлакан пулма шаннă.

1902 çулта яппунсем хăйсен вăйне кăтартма тытăнсан вăл Макаров адмирал эскадрилйине лекет. Лăпкă океанăн пĕрремĕш эскадрин йышĕпе Порт-Артура хÿтĕлесе 1904 - 1905 çулсенче Сарă тинĕсри çапăçусене хутшăнать. Хурапыр Юнтапа каччи тăнă "Боян" крейсер яппунсен хÿптĕрлевĕнчен тухса Шанхая çитет. Китайран Владивостока çуран утнă 74 çынран 30-шĕ кăна чăтаять çак йывăр та инçе çула: кам выçса, кам чирлесе вилет, хăшĕ вырăнти халăх тапăннипе тĕп пулать.

- Ман асаттене Турă сыхланă пулинех, - тет халĕ мăнукĕ Владимир Матвеевич Яковлев.

1909 çулта тин тăван яла таврăнать Яков Данилович. Анчах ун тĕлне тепĕр вăрçă йăтăнса анать - Пĕрремĕш тĕнче вăрçи. 1915 çулта вăл хĕсметре тăракан "Грозовой" карап нимĕçсен киммине путарать. Çакăншăн Хурапыр Юнтапа чăвашĕ çав тери хаклă та сумлă наградăна - Тинĕс хĕресне тивĕçет.

- Санкт-Петербург морякĕсен йышĕнче малтисен ретĕнче тăраканскер 1917 çулта Октябрьти революцие хастар хутшăнать. Кронштадт пăлхавĕ хыççăн тăван ялне таврăнать. Колхозра бригадир пулать, шыв арманĕнче, вырăнти ГЭСра тăрăшать.

Владимир Матвеевич пултаруллă аслашшĕн ятне йăхра лайăх пĕлсе тăмалла, ăна пысăк хисеп тумалла тесе шутлать. Çав тĕллевпе унăн вилтăприйĕ çине чаплă палăк вырнаçтарчĕ. Мрамор плита çинчи сăнĕ чĕррĕн курăнать, вăл тинĕс хумĕсем витĕр пăхнăн туйăнать. Авторĕ - чăвашсен паллă скульпторĕ Петр Пупин, хăй те çар хĕсметĕнче моряк пулнăскер.

- Унăн çапăçури паттăрлăхĕ куç умĕнчех тăнăран пулĕ Яков Данилович "тинĕс кашкăрĕ" сăнарĕпе калăпланчĕ, - терĕ Петр Степанович.

- Тинех ĕмĕт пурнăçланчĕ, - хĕпĕртерĕ Владимир Матвеевич та хăй шухăшланă ĕçĕ ăнăçлă пулса тухнипе савăнса.

Çак ĕмĕт унăн ачаранах пулнă. Ашшĕпе, Матвей Яковлевичпа, Çимĕк умĕн аслашшĕ вилтăприйĕ çинчи çĕрĕшсе ÿкнĕ хĕресе лаша урапин кăшăлĕпе çирĕплетсе лартни асра юлнă. Палăк лартма маларах хăй çамрăк пулнă, каярах аякра пурăнни май паман.

- Манăн асаттен паттăрлăхĕ çинчен çапла та пулин хамăн ачасене, мăнуксене, килес ăрусене, ытти çынна пĕлтерес килет. Тен, манран тĕслĕх илекен те пулĕ, - тет Владимир Матвеевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Вăрнарсен "Туслăх" ентешлĕхĕн ертÿçи Андрей Васильев, Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Петров, "Юнтапа" ял хуçалăх кооперативĕн пуçлăхĕ Петр Трифонов, ыттисем çакнашкал ĕç паянхи çамрăксене аслă ăрăва, вăрçă паттăрĕсене хисеплеме вĕрентни, тăвансемпе, кÿршĕсемпе туслă пурăнмалли çинчен каларĕç.

Владимир Матвеевич Яковлев çинчен калас пулсан, вăл общество ĕçĕнче те хастар. Хăй вăл Пушкăртстан Республикинчи Пелепей тăрăхĕнче пурăнать. Унти чăвашсен культурăпа наци автономийĕн ертÿçи. Нумаях пулмасть хăйĕн укçи-тенкипе Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсем çинчен чаплă энциклопеди кăларчĕ. Тăван çĕре манмасть, çуралнă кĕтесе, 80-ран иртнĕ юратнă амăшĕ патне час-часах килсе çÿрет. Вăрнарсен "Туслăх" ентешлĕхĕпе туслă, район пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Вăрнар районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.