кану

28 Çу, 2015

Хĕвелпе хĕртĕнĕç, сывлăха çирĕплетĕç…

Умра - хаваслă çу кунĕсем. Шкул ачисем тинех çулталăкри чи вăрăм каникул çитнишĕн савăнĕç. Канма, сывлăха çирĕплетме майсем те çителĕклĕрех пулĕç. Хĕвелĕ те кашнине урама, уçă сывлăша, вăрманпа улăх-çарана йыхăрĕ. Кун пек чухне камăн кил-çуртра ларас килтĕр?

28 Çу, 2015

Тинĕс хĕрринчи телейлĕ кунсем

Шкул администрацийĕ вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, спортра тăрăшуллă, сцена çинче пултаруллă ачасене Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви «Орленок» лагере канма кайма путевка парасси çинчен пĕлтерчĕ. Талантлă ачасенчен мана суйласа илчĕç.

27 Çĕртме, 2014

Лайăх вĕреннĕ хыççăн лайăх канмалла

Çапла тумашкăн Канаш районĕнче пĕтĕм услови пур. Çакна ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унта ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май хăйĕн куçĕпе курса ĕненчĕ.

5 Çĕртме, 2014

Интернет ĕмĕрĕнче ачасемшĕн сисчĕвленмеллех

Çуллахи каникулăн сисчĕвлентерекен ыйтăвĕ - ачасен хăрушсăрлăхĕ. Халĕччен эпир çул çитменнисем хăйсем тĕллĕн шыв-шур таврашĕнче пулнă чухне сиксе тухма пултаракан инкек пирки асăрхаттараттăмăр.

18 Ака, 2014

Путевкăшăн - черете

Çуллахи каникулта ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе кăçал бюджетран 15 пине яхăн путевкăлăх 578,5 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕр путевка хакĕ - 11748 тенкĕ. Эппин çемье тупăшне кура /ăна справкăпа çирĕплетмелле/ ашшĕ-амăшĕ 20%, 30%, 50% кăна тÿлет. Кунсăр пуçне шкулсенче те кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 25 пине яхăн ача канĕ. Палăртмалла, бюджетран уйăракан путевкăсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ те çулсеренех 10% ÿсет.

Pages