Олимп вăййисем

14 Пуш, 2014

Чир-чĕре пăхмасăр - çитĕнÿ патне

Иртнĕ эрнере Сочире Паралимп вăййисем уçăлчĕç. Çак уява курма «Фишт» стадиона халăх йышлăн пухăннă. Йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх - Олимпиадăринчен 3 пин билет ытларах сутăннă.

12 Пуш, 2014

Паралимпиада - вăйлисен вăййисем

Эрне кун Сочире Паралимп вăййисем старт илчĕç. 45 çĕр-шыври 1600 ытла спортсмен медальсен 72 комплекчĕшĕн тупăшать. Вĕсем сăрт-ту йĕлтĕрçисен спорчĕ, биатлон, керлинг, следж-хоккей, сноуборд, йĕлтĕрпе чупас енĕпе вăй виçеççĕ.

1 Пуш, 2014

Халăх асĕнче çырăнса юлнă уяв

Иртнĕ вырсарни кун виçĕ уяв пĕрле килчĕ - Çăварни, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ тата пирĕн çĕр-шыв команди пĕрремĕш вырăн йышăнни. Спортăн пысăк уявĕ халăх асĕнче чылайлăха çырăнса юлчĕ. Пысăк çĕнтерÿ Раççей çыннисен кăмăлне çĕклерĕ.

1 Пуш, 2014

Çĕнтерес пултарулăх ăна юн шайĕнче куçнă

Совет тата Раççей спорт историйĕнче кун пекки пулманччĕ-ха - пирĕн çĕр-шыври пĕччен ярăнакан хĕрарăм фигуристсенчен ку таранччен никам та ылтăн медаль çĕнсе илмен. Историе çĕнĕ варкăш вĕртсе кĕртекенни вара 17 çулти хĕр пĕрчи Аделина Сотникова пулчĕ.

1 Пуш, 2014

Олимпиадăн чăваш çăлтăрĕсем

«Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ Сочирен таврăнчĕ. Республикăри чи пултаруллă коллективсенчен пĕри Хĕллехи XXII Олимп вăййисен лапамĕсенче чăваш культурипе паллаштарнă. Тăван кĕвĕ-çемĕпе чăваш тренерĕсем те киленме пултарнă.

Pages