Паралимпиада - вăйлисен вăййисем

Эрне кун Сочире Паралимп вăййисем старт илчĕç. 45 çĕр-шыври 1600 ытла спортсмен медальсен 72 комплекчĕшĕн тупăшать. Вĕсем сăрт-ту йĕлтĕрçисен спорчĕ, биатлон, керлинг, следж-хоккей, сноуборд, йĕлтĕрпе чупас енĕпе вăй виçеççĕ.

Ăмăртусенче Раççей чысне 69 спортсмен хÿтĕлет. Çĕр-шыв команди пĕрремĕш кунрах темиçе медаль çĕнсе илсе турнир таблицин чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕ. Виçĕ кунра йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсем пухмача 24 медальпе пуянлатрĕç. Вĕсенчен 7-шĕ - «ылтăн». Чи сумлă наградăсене Роман Петушков, Рушан Миннегулов, Михалина Лысова, Елена Ремизова тивĕçрĕç. Германи, Украина, Япони, АПШ командисем те пирĕнтен юласшăн мар.

Шел те, Чăваш Ен спортсменĕсем пĕтĕм тĕнче ăмăртăвне хутшăнмаççĕ. Аса илтеретпĕр: 1994, 1998, 2002 çулсенче пирĕн ентешсенчен республика чысне хĕллехи Паралимп вăййисенче спортăн тĕнче класлă мастерĕ Юрий Ильин хÿтĕленĕ. Çапах чăвашсем килти Паралимпиадăран айккинче юлман. Унта волонтерсемпе спорт судйисем ĕçлеççĕ. Волонтерсен йышĕнче Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем. Пирĕн республикăран Паралимп вăййисене пурĕ 81 волонтер кайнă. Сочире пирĕн яшсемпе хĕрсем вокзалсемпе аэропортсенче, транспорт предприятийĕсенче вăй хураççĕ.

Паралимпиадăра спортсменсен тупăшăвне хаклама Чăваш Енри 10 тренера йыхрав хучĕ панă. Çак чыса тĕрлĕ ăмăртура опыт пухнă Вячеслав Ильин, Андрей Михайлов, Юрий Плотников, Владислав Антонов, Олег Булыгин, Валерий Васильев, Сергей Овсяников, Константин Мясоедов, Василий Никитин, Владимир Сидягин тивĕçнĕ. Вĕсем унта йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсен турнирĕсене ирттерме хутшăнаççĕ. Сочие çавăн пекех Чăваш Енри паллă спортсменсем Юрий Степанов, Павел Попов, Олег Белов, Евгений Павлов тата вĕсен тренерĕсем çитсе курĕç.


Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.