новости Чувашии

19 Пуш, 2020

"Мостотряд-41" ĕçченĕсем Крым кĕперне çĕкленĕ çĕре хутшăннăшăн патшалăх наградине тивĕçнĕ

Крым кĕперĕ Керчь районне Кубаньпе пĕрлештерет. Çакăн валли 4 çул кирлĕ пулчĕ. Ку калама çук пысăк ĕç шутланать. Крым кĕперне çĕкленĕ çĕре хутшăннисене Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче, чысланă.

Шупашкарти "Мостотряд-41" территори фирмин ĕçченĕсем те çак хисепе тивĕçнĕ.

18 Пуш, 2020

Шупашкарти педагогсем Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ

Шупашкарти ача сачĕсенче ĕçлекенсем тăтăшах тĕрлĕрен конкурсра палăраççĕ, мероприятисенчен юлмаççĕ. Акă каллех хăйсене Раççей шайĕнче кăтартма пултарчĕç.

Çулсеренех Рыбаков Фонд тата регионсенчи партнерĕсем пулăшнипе Л.С. Выготский ячĕллĕ Пĕтĕм Раççей конкурсĕ иртет. Унта шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен специалистсем тата студентсем хутшăнаççĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Шупашкарти ача сачĕсенчен кăçал 107 заявка çитнĕ /61 ача сачĕ/, пĕлтĕр тата ытларах пулнă.

18 Пуш, 2020

Ачасене лагере канма ярас тетĕр пулсан

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче хула тулашĕнче ача-пăча лагерĕнче канма путевка илмешкĕн ыйту çырма юрать. Кăçал ку ĕç 5 тапхăрпа иртет.

17 Пуш, 2020

Юхан шывра путасран çăлнă

Ĕнер, пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти Чрезвычайлă лару-тăру тата гражданла хӳтĕлев ĕçĕсен управленийĕн çăлавçисем Атăл юхан шывĕнче путасран икĕ çамрăка çăлнă.

Pages