Ачасене лагере канма ярас тетĕр пулсан

18 Пуш, 2020

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче хула тулашĕнче ача-пăча лагерĕнче канма путевка илмешкĕн ыйту çырма юрать. Кăçал ку ĕç 5 тапхăрпа иртет.

  1.  Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасен ашшĕ-амăшĕнчен /е саккун умĕнче уншăн явап тытаканран/ заявлени йышăнаççĕ. Чăваш Ен Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствин социаллă пулăшу паракан организацийĕсене пымалла.
  2. Ака уйăхĕн 4-10-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенчи шкул ачисен ашшĕ-амăшĕнчен /е саккун умĕнче уншăн явап тытаканран/ заявлени йышăнаççĕ. Ача вĕренекен шкула пымалла.
  3. Ака уйăхĕн 11-17-мĕшĕсенче Шупашкарти шкул ачисен ашшĕ-амăшĕнчен /е саккун умĕнче уншăн явап тытаканран/ заявлени йышăнаççĕ. Ача вĕренекен шкула пымалла.
  4. Ака уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче республикăри ытти хулапа районти шкул ачисен ашшĕ-амăшĕнчен /е саккун умĕнче уншăн явап тытаканран/ заявлени йышăнаççĕ. Ача вĕренекен шкула пымалла.
  5. Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен пур категоририсем те заявлени çырма пултараççĕ.

Заявленисене 9 сехетре йышăнма тытăнаççĕ.

Чăваш Ен Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствин хĕрӳ линийĕн телефонĕ: (8352) 26-13-72.

Хаксем. Хула тулашĕнчи лагерьте 21 канмалли вăтам хак — 15 пин те 411 тенкĕ.
Çемье мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине кура ашшĕ-амăшĕ путевкăн вăтам хакĕн 5-50 процентне тӳлеççĕ. Çул çитмен килсĕр ачасем, сусăррисем, пилĕк е ытларах ачаллă çемьесенчисем тӳлевсĕрех канаяççĕ. 

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас