Ачасене лагере канма ярас тетĕр пулсан
Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче хула тулашĕнче ача-пăча лагерĕнче канма путевка илмешкĕн ыйту çырма юрать. Кăçал ку ĕç 5 тапхăрпа иртет.
- Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасен ашшĕ-амăшĕнчен /е саккун умĕнче уншăн явап тытаканран/ заявлени йышăнаççĕ. Чăваш Ен Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствин социаллă пулăшу паракан организацийĕсене пымалла.
- Ака уйăхĕн 4-10-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенчи шкул ачисен ашшĕ-амăшĕнчен /е саккун умĕнче уншăн явап тытаканран/ заявлени йышăнаççĕ. Ача вĕренекен шкула пымалла.
- Ака уйăхĕн 11-17-мĕшĕсенче Шупашкарти шкул ачисен ашшĕ-амăшĕнчен /е саккун умĕнче уншăн явап тытаканран/ заявлени йышăнаççĕ. Ача вĕренекен шкула пымалла.
- Ака уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче республикăри ытти хулапа районти шкул ачисен ашшĕ-амăшĕнчен /е саккун умĕнче уншăн явап тытаканран/ заявлени йышăнаççĕ. Ача вĕренекен шкула пымалла.
- Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен пур категоририсем те заявлени çырма пултараççĕ.
Заявленисене 9 сехетре йышăнма тытăнаççĕ.
Чăваш Ен Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствин хĕрӳ линийĕн телефонĕ: (8352) 26-13-72.
Хаксем. Хула тулашĕнчи лагерьте 21 канмалли вăтам хак — 15 пин те 411 тенкĕ.
Çемье мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине кура ашшĕ-амăшĕ путевкăн вăтам хакĕн 5-50 процентне тӳлеççĕ. Çул çитмен килсĕр ачасем, сусăррисем, пилĕк е ытларах ачаллă çемьесенчисем тӳлевсĕрех канаяççĕ.
Комментировать