Николай Васильев

16 Çĕртме, 2015

Хăçан сĕт пахалăхне кура тÿлеме тытăнĕç?

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев кăçалхи январьте Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каларĕ: "Чăваш Ен Ялхуçалăх тата Экономика аталанăвĕн министерствисем, Патшалăх ветеринари служби, районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп. Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушатăп".