Комментари хушас

16 Çĕртме, 2015

Хăçан сĕт пахалăхне кура тÿлеме тытăнĕç?

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев кăçалхи январьте Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каларĕ: "Чăваш Ен Ялхуçалăх тата Экономика аталанăвĕн министерствисем, Патшалăх ветеринари служби, районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп. Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушатăп". Мĕнех, июлĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Вырăнсенче ĕç-пуç еплерех? Лав вырăнтан хускалнă-и?

Анчахрах Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕнче пултăм. Администраци ертÿçи Геннадий Степанов каланă тăрăх - сĕт пахалăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйту пирки районти райпо канашĕн председателĕ Валерий Павлов лайăх пĕлет, анчах çынсен кăмăлне тивĕçтереймест. Чĕрĕ сĕте пĕрисем ялти усламçă урлă - "Молочный двор - Канаш" кооператива, теприсем районти потребобществăна вырнаçтараççĕ. Чĕртавара ЧР Патшалăх ветслужбин Канашри ветлабораторийĕн специалисчĕсем кашни уйăхрах тĕрĕс-леççĕ.

ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Васильев тĕрĕс ÿпкелешет: "Эпĕ яланах çăра сĕт паратăп. Хăшĕсен вăл шĕвĕ. Анчах пурне те пĕр хакпа - хальхи вăхăтра литрне 12 тенкĕпе - тÿлеççĕ. Ăçта тĕрĕслĕх?"

Лабораторире майăн 25-мĕшĕнче ирттернĕ тĕрĕслев Н.Васильев сĕчĕн çу хисепĕ 5,02% пулнине çирĕплетет. Хăшĕсен унран та пысăкрах. Марина Васильевăн - 5,18, Владимир Латышовăн 5,5%. Çав вăхăтрах Валентина Дмитриевăн 2,99% çеç.

Сĕт çăралăхĕ те тĕрлĕ. 9 çынран 4-шĕн нормăран пĕчĕк. "Паллă ĕнтĕ, вĕсем шыв хушнă, - тет Геннадий Николаевич. - Манăн шухăшпа, йĕркене пăсакансенчен çирĕпрех ыйтмалла, çав вĕхăтрах сĕт пахалăхне кура хушса тÿлеме тытăнмалла. Ял çыннине кÿрентерес марччĕ".

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.