Марина ТУМАЛАНОВА

16 Кăрлач, 2016

Чăвашсем мĕнле канаççĕ?

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче республикăри 1700 мероприятие 500 пине яхăн çын хутшăннă. Çак вăхăтра культура учрежденийĕсем 9 миллион тенке яхăн укçа ĕçлесе илнĕ. Кăрлачăн 3-7-мĕшĕсенче йĕркеленĕ «Пĕр район юмахĕ» проект нумайăшĕн асĕнче юлни иккĕлентермест. Малтанхи кун Сĕнтĕрвăррисем хăнасене йышăннă. Мероприятисем купсапа мещен тата хресчен кил-çурчĕн музейĕнче иртнĕ. Уява килнисен балра савăнма май килнĕ. Тетте хатĕрлес тĕлĕшпе ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Вадим Шипунов художник-геральдистăн ĕçĕсемпе паллашма май килнĕ.