Комментари хушас

16 Кăрлач, 2016

Чăвашсем мĕнле канаççĕ?

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче республикăри 1700 мероприятие 500 пине яхăн çын хутшăннă. Çак вăхăтра культура учрежденийĕсем 9 миллион тенке яхăн укçа ĕçлесе илнĕ. Кăрлачăн 3-7-мĕшĕсенче йĕркеленĕ «Пĕр район юмахĕ» проект нумайăшĕн асĕнче юлни иккĕлентермест. Малтанхи кун Сĕнтĕрвăррисем хăнасене йышăннă. Мероприятисем купсапа мещен тата хресчен кил-çурчĕн музейĕнче иртнĕ. Уява килнисен балра савăнма май килнĕ. Тетте хатĕрлес тĕлĕшпе ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Вадим Шипунов художник-геральдистăн ĕçĕсемпе паллашма май килнĕ. Музейăн авалхи залĕсене кĕртсе кăтартни, хула историйĕпе тата халапĕсемпе, çынсен кун-çулĕпе, несĕлсен йăли-йĕркипе паллаштарни те хальхи ăрушăн пĕлтерĕшлĕ.

Нарат Чаккинчи Даньковсен хăна çуртĕнче те пысăк йыша ăшшăн кĕтсе илнĕ. Унта вутă çурма, çăлтан шыв ăсса килме, мунча хутма, наци апат-çимĕçне хатĕрлеме май килнĕ.

Вăрман Пилемĕчри Татьяна Ефимова тăмран Çĕнĕ çул сувенирĕ тума вĕрентнĕ. Хăнасем Шуршăлти СССР космонавт летчикĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ Мемориал комплексĕнче пулса курнă.

Кăрлачăн 4-мĕшĕнче Етĕрнери «Сурские зори» турист базинче çунапа, çунашкапа ярăнса савăннă, хоккейла вылянă. Нумайăшĕ çемйипех килнĕ çакăнта. Арçынсем сунара кайма, пулă тытма вăхăт тупнă.

Уява хутшăнакансем Етĕрнери таврапĕлÿ музейĕн экспоначĕсемпе паллашнă, СССР халăх артисчĕн Николай Мордвиновăн çуртĕнче «Великий Мордвинов» фильм курнă.

Чăваш ялĕсенче ĕлĕк мĕнле каннă-ши? Ун пирки Хĕл Мучин Тури Ачакри резиденцийĕнче пулса курнисем пĕлеççĕ. Кунта ятарласах «Хресченĕн хĕллехи йăпанăвĕсем» программа хатĕрленĕ.

Шупашкар районĕнчи Станьял этнокомплексĕнче наци апат-çимĕçĕ пĕçернĕ. «Ĕмĕт çулăмĕ» çутни те - хăйне май паллă. Вăл япăххи çинчен манмаллине тата лайăххине кĕтмеллине пĕлтерет.

Район центрĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейра «Непокорный монах» фильм кăтартнă.

Çĕнĕ Шупашкарти тĕп мероприятисем лаша спорчĕн шкулĕнче иртнĕ. Унта «Çĕнĕ çул кубокĕ» конкурс йĕркеленĕ. Уява хутшăнакансем юмах сăнарĕсене çаврăннă.

Скандинави уттине килĕштерекенсен фестивалĕнче 300 ытла çын старта тухнă. Пасар çуртĕнче Раштав ярмăркки ĕçленĕ.

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи хĕрарăмсен Тихвин Турă амăшĕн мăнастирĕнче Христос çуралнине мухтаса кĕлĕ вуланă.

Чăрăш тавра юрласа-ташласа иртсе кайрĕç уяв кунĕсем.

Пăр керменти уяв

Тĕп хулари «Шупашкар-Аре­на» пăр керменĕнче республика Пуçлăхĕн Раштав елки иртнĕ. Унта 4 пин ытла ача пуçтарăннă. Лайăх вĕренекенсем, олимпиада, конкурс, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем, общество ĕçĕнче палăрнисем тата йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем килнĕ çак уява.

«Ачасен асра юлакан çутă самантсем ытларах пулччăр. Çав вăхăтрах эпир çитĕнекен ăрăва чун пуянлăхĕпе культура йăли-йĕркине хаклама вĕрентсе пырăпăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ача-пăчана тата вĕсен ашшĕ-амăшне Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа саламласа.

Уявра Екатеринбург хăнисем куракансене «Щелкунчик на льду» шоупа тыткăнланă.

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.