Лару

27 Çу, 2016

Кашни гектар усă кÿтĕр

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Наци библиотекинче Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн коллегийĕпе унăн çумĕнчи Общество канашĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ЧР Çамрăксен правительствин членĕ Дмитрий Мацаков хутшăнчĕç.

24 Çу, 2016

Тĕп вырăнта - экзамен, хутшăну, хăрушсăрлăх

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе республика Правительствин членĕсемпе, федерацин тата хула округĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ĕнер иртнĕ ларăвăн кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ. Вĕсем пурте актуаллă, паянхи кунпа çыхăннă.

20 Çу, 2016

Пирĕн республика ăнăçлă аталаннине палăртнă

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мускав Кремлĕн Пысăк залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă мероприятире строительство комплексĕн аталанăвĕпе тата асăннă сферăн ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

29 Ака, 2016

Хула пуçлăхĕн конкурсĕ тĕрĕс те уçă пултăр

Кайран хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурса хутшăнтарас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкар хулин сити-менеджерĕ Олег Бирюков отставкăна каясси пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕпе килĕшсе татăлнă тени тĕрĕс мар. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. «Олег Бирюков пĕр хаçата панă интервьюра хăй отставкăна каясси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе килĕшсе татăлни çинчен калать. Ку — аташу», — тенĕ вăл.

31 Пуш, 2016

Ачасене спортпа туслаштармалла

Ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хÿтĕлемелли наци стратегине пурнăçа кĕртес енĕпе йĕркеленĕ Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Pages