Купăс

5 Раштав, 2014

Купăс юсакана тупасчĕ

Хисеплĕ редакци. Йĕпреç районĕнчи Малиновка ялĕнче пурăнакансем чăрмантараççĕ сире. Концертсем лартма çÿретпĕр. Сцена çине хитре сасăллă купăспа тухас килет. Анчах пирĕн хушăра кивелнĕ тата юсамалли купăссем нумайланса кайрĕç. Купăс таврашне юсама пултаракансене тупасчĕ. Хамăн кĕсье телефонне те пĕлтеретĕп: 8937 373 68 35.

Анатолий Васильев. Йĕпреç районĕ, Малиновка.